Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнкун сăмах пирĕн базăра пур.
мӑнкун (тĕпĕ: мӑнкун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӗт ахаль мӑнкун мар, рабочисен мӑнкунӗ.

Ведь пасха-то не просто пасха, а рабочая.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кӑҫал ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ Мӑнкунпа пӗр кунра килнӗрен уяв лапамӗнче «Мӑнкун композицийӗсем» конкурс, ачасем валли вӑйӑсем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Мӑнкун ҫитсессӗн каткари шыв ҫине пӑхса ҫӳҫ тураттӑм.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Киле ҫитсе пынӑ май тимлӗх ҫухатрӑм пулӗ — шырлан урлӑ каҫнӑ май ура яр шуса кайрӗ те, Мӑнкун ӗретне кайма тухнӑ ҫынсем умӗнчех шеплетсе ӳкрӗм.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Мӑнкун уявӗн эрнинче хайхи Вӑрманхӗрри ял библиотекине кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӑл ӗлӗкхи чапне ҫухатнӑ Мӑнкун уявӗпе пӗрле килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн пултарулӑхӗнче аутенциллӗ фильмсем уйрӑм вырӑн йышӑнаҫҫӗ: «Уяв», «Осеннее пиво», «Жертвоприношение», «Мӑнкун».

В его творчестве особое место занимают аутентичные фильмы: «Уяв», «Осеннее пиво», «Жертвоприношение», «Мункун».

Леонид Трифонов 75 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35941.html

Мӑнкун эрни пырать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d0%bc%d3%9 ... %8f%d0%b2/

III округ благочиннӑйӗ, Луцки храмӑн настоятелӗ Сергий Скворцов иерейпе ӑна пулӑшакансем Мӑнкун кӗлли ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d0%bc%d3%9 ... %8f%d0%b2/

Ҫутӑ Мӑнкун каҫне кӑҫал пӗрремӗш хут Улатӑрти Ҫветтуй Троицки арҫын мӑнастирӗнчен трансляциленӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d0%bc%d3%9 ... %8f%d0%b2/

Мӑнкун — праҫниксенӗн праҫникӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d0%bc%d3%9 ... %8f%d0%b2/

Мӑнкун ҫитсессӗн тӑванӗсемпе рете ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Ҫутӑ Мӑнкун уявӗн пархатарлӑ хаклӑхӗсем пиртен кашнинех ырӑрах та тараватлӑрах тата хӗрхенӳллӗрех пулма вӗрентеҫҫӗ.

Ценности, которые несёт с собой праздник Светлой Пасхи, призывают каждого из нас стать добрее, щедрее и милосерднее.

Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd

Ку вӑл пӑр кайнӑ вӑхӑтра е ун хыҫҫӑн, Мӑнкун умӗн пек астӑвап, ҫырма хӗрринче типнӗ ҫерем ҫинче покрышка ҫунтарасси.

Куҫарса пулӑш

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

— Ара, мӗнле чӑтас мӑнкун эрнинче ҫав сап-сарӑ, ҫӳхе хупӑллӑ та илемлӗ шултра мӑйӑра катса ҫисе пӑхмасӑр?

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Виҫҫӗмӗш Шӗнер питомникӗнче, мӑнкун эрнинче, мӑйӑр акмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

— Пӗрре ҫуркунне, мӑнкун праҫникӗ чухне, ҫакӑ хӑйсен кӳршӗ ачипе пӗрле урамри ҫынсене пурне те хӑнана чӗнсе ҫаврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӑнкун чух вара сана хура шӑлавар ҫӗлетсе парӑпӑр…

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мӑнкун речӗсене те пӗрле ирттереттӗмӗр, пӗр-пӗрне ялан пулӑшса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Инҫетрен мӑнкун ҫурти евӗр туйӑнаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех