Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнаҫлан сăмах пирĕн базăра пур.
мӑнаҫлан (тĕпĕ: мӑнаҫлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗншӗн «ан мӑнаҫлан»?

— Почему «задавайся»?

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Ну, ытлашши ан мӑнаҫлан! — ответлерӗм эпӗ.

— Ну, не больно-то задавайся! — ответил я.

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Сухаллӑ купецсем, хулӑн ҫуса лартнӑ юра йывӑр урисемпе мӑнаҫлан та чыслӑн таптаса, самӑр та тӗреклӗ пуп таврашӗсем хыҫҫӑн вӑкӑр кӗтӗвӗ пек утнӑ; вӗсем турӑшсем, хоругвисем йӑтса пынӑ; хулари мӗнпур чиркӳсен пӗрлештернӗ хорӗ хыттӑн, ӗнентерӳллӗн юрланӑ:

Бородатое купечество, важно и благочестиво утаптывая тяжёлыми ногами обильно выпавший снег, тесным стадом быков шагало за кряжистым, золотым духовенством; несло иконы, хоругви; соединённый хор всех церквей города громогласно и внушительно пел:

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Унтан, хӗрсене куҫ хӗссе илсе, — вӗсем хушшинче унӑн хӑйӗн хитре хӗрӗ — пысӑк кӑкӑрлӑ, чӑрсӑр куҫлӑ шпульница Зинаида та мӑнаҫлан каҫӑрӑлса тӑнӑ, — вӑл сассине тата та ҫӳллӗрех хӑпартрӗ те кичеммӗн юрлама тытӑнчӗ:

И, подмигнув девицам, среди которых величаво стояла дочь его, шпульница Зинаида, грудастая, красивая, с дерзкими глазами, он завёл ещё более высоко и уныло:

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Колхозри малта пыракансен пуянлӑхне никам та ӑмсанмарӗ, — йӑлтах урӑхла, тоннӑшар тырӑпа тата пахча ҫимӗҫпе, вӗсене хӑйсем илнӗ пекех, мӑнаҫлан мухтанчӗҫ.

Никто не позавидовал богатству колхозных передовиков, наоборот, гордились тоннами зерна и овощей так, как будто сами получили их.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Старик мӑнаҫлан кулса илчӗ.

— Старик с гордостью засмеялся.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫавӑншӑн сирпӗтрӗм те акӑ — ан мӑнаҫлан!

— За это вот и обляпал — не гордись!

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, Петерсона хул айӗнчен ҫавӑтнӑскер, пуҫне мӑнаҫлан каҫӑртса, вӗҫнӗ пекех хыттӑн вирхӗнчӗ, кӗҫех вара тепӗр пӳлӗмрен унӑн сасси, — хӑй шутланӑ пек каласан, аристократла дирижер сасси, — илтӗнсе те кайрӗ:

Он понесся под руку с Петерсон, гордо закинув кверху голову, и уже из другой комнаты доносился его голос — светского, как он воображал, дирижера:

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Темиҫе уйӑх хушшинче Варюха тем пек улшӑнса кайнӑ, вӑл кӑнттам хӗрача мар ӗнтӗ: президиум сӗтелӗ умӗнче, кӑшт айккинелле пӑрӑнса, мӑнаҫлан каҫӑртнӑ пуҫлӑ, сенкер тутӑрпа ҫавӑрса ҫыхнӑ пысӑк ҫӳҫ тӗркиллӗ яштака хӗр тӑрать.

За несколько месяцев Варюха неузнаваемо изменилась: нет, уже не угловатый подросток, а статная девушка, с горделивым посадом головы, с тяжелым узлом волос, прихваченных голубой косынкой, стояла, повернувшись к столу президиума вполоборота.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пукансене ҫурма ҫаврашкан лартса, пурте мӑнаҫлан лараҫҫӗ.

Все сидели важно, составив полукругом стулья.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсем ӗненменнипе хуҫӑлса ӳкрӗҫ, эсӗ ӗненнипе тытӑнса тӑратӑн: ан мӑнаҫлан, хӑраса тӑр.

Они отломились неверием, а ты держишься верою: не гордись, но бойся.

Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Капӑр тумтирӳпе ан мухтан, чапа тухсассӑн — ан мӑнаҫлан: Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсем тӗлӗнмелле, вӗсем этемшӗн пытанчӑк.

4. Не хвались пышностью одежд и не превозносись в день славы: ибо дивны дела Господа, и сокровенны дела Его между людьми.

Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех