Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тимӗре ҫапнӑ хыҫҫӑнхи йынӑшу курӑнакан мӗн пур енчен ывӑтӑнать; пӑспа ӗҫлекен пысӑк мӑлатуксен кӗмсӗртетӗвӗ, пӗчӗк мӑлатуксен чӑнкӑртатӑвӗ, пӑчкӑсен хӑлхана ҫурасла йӑлӑхтармӑш ҫемми, лавсен тӑнран кӑларасла чӗтренӗвӗ — ҫаксем пурте, тимлӗн тӑнлас тӑк, сасӑсене уйӑрмасан пӗр кӑшкӑру евӗр.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах тӗтӗм ӑшӗнче те пуртӑсемпе мӑлатуксен сасси шӑпланмарӗ, чӑрсӑр маршсем тӗтӗм витӗр те ҫулсем ыйтаҫҫӗ.Однако стук топоров и молотков не затих и в дыму, бурные марши требовали дорог и сквозь дым.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Унӑн ӳпкисене цехри тимӗр сывлӑш кирлӗ пулнӑ, унӑн хӑлхисене — тимӗрҫ лаҫҫиичи мӑлатуксен хаваслӑ шавӗ, унӑн чунне — ӗҫ кирлӗ пулнӑ.
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Кӗтӳ ҫӳрекен вырӑнтан иртсен, вӗсен хӑлхисене сунтал ҫине ӳкекен мӑлатуксен сассисем хупласа хучӗҫ.За выгоном их оглушили приветственные удары молотов по наковальням.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ял ҫинче мӑлатуксен пӗр-пӗрне чӗннӗ сасси янӑраса тӑрать, ҫакӑ вӑл ҫуллахи ырӑ вӑхӑт, утӑ ҫулас вӑхӑт ҫитни ҫинчен ҫынсене пӗлтернӗ пекех туйӑнать.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1