Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мухтатӑн (тĕпĕ: мухта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ ирттерсе мухтатӑн, Евдокия Ларионовна, — ун сӑмахӗсем тем пекех савӑнтарчӗҫ пулин те, именерех хуравларӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эхер те эсӗ халь ман пурнӑҫа мухтатӑн, пуян пурӑнать Ҫтаппан, тетӗн пулсан, — эппин, лӑп та шӑп юрарӗҫ атте сӑмахӗсем пурнӑҫра.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Хӑвӑн чаплӑ директорна каҫса кайсах мухтатӑн та, анчах ӑна пула эс ӗмӗр сипленми инкек тӳснӗ мар-и?

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Потапова мухтатӑн тем? — куҫне чарчӗ Мерчен Мишши.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тивӗҫсӗр мухтатӑн, — именсерех каларӗ Кӗтерук.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ахалех мухтатӑн эс мана, йӗкӗт.

— Напрасно стараешься меня обелить, парень.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мӗн эсӗ ӑна мухтатӑн! — пӳлчӗ пӗри.

— Что ты его все расхваливаешь! — прервал Дасаоцзу один из присутствующих.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эсӗ, яланхи пекех, мана ытла мухтатӑн! — кулса ячӗ Сяо Сян.

— Ты, как всегда, льстишь! — засмеялся Сяо Ван.

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ирсӗр гладиатор хӑвӑн ырӑ господина ҫаратнӑ, ҫапах эсӗ, намӑссӑрскер, унӑн ӗҫӗсемпе паттӑрлӑхне мухтатӑн?

— Гнусный гладиатор пришел разграбить виллу твоего господина и благодетеля, а ты, негодяй, осмеливаешься защищать его поступки и восхвалять его доблесть?..

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Эсӗ мӗншӗн вӗсене ҫав териех мухтатӑн?

— Зачем ты их так расхваливаешь?

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

22. Эсӗ те, унӑн ывӑлӗ Валтасар, ҫакна пӗтӗмпех пӗлетӗн пулин те, чӗрӳне йӑвашлантармарӑн, 23. Тӳпе Ҫӳлхуҫине хирӗҫ ҫӗклентӗн, сан патна Ун Ҫурчӗн савӑчӗсене илсе килчӗҫ, эсӗ хӑв та, санӑн улпутусем те, санӑн арӑмусемпе ҫум-арӑмусем те ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫрӗҫ, эсӗ вара кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ тата чул турӑсене — курма та, илтме те, шухӑшлама та пултарайман турӑсене — мухтатӑн; хӑвӑн пурӑнӑҫна, шӑпуна Тытса Тӑракан Турра мухтамастӑн.

22. И ты, сын его Валтасар, не смирил сердца твоего, хотя знал все это, 23. но вознесся против Господа небес, и сосуды дома Его принесли к тебе, и ты и вельможи твои, жены твои и наложницы твои пили из них вино, и ты славил богов серебряных и золотых, медных, железных, деревянных и каменных, которые ни видят, ни слышат, ни разумеют; а Бога, в руке Которого дыхание твое и у Которого все пути твои, ты не прославил.

Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех