Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мухтас (тĕпĕ: мухта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку сӑмахсене вилнисен ятне мухтас йӑлапа каламастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Малтанах пӗлсе тӑчӗҫ-ха Ҫинахвунсем: мухтас сӑлтавпа ҫеҫ уксахласа ҫӳремест пуль-ха ял тӑрӑх ял Совет председателӗ, урӑх сӑлтавӗ те пулмаллах унӑн.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунсӑр пуҫне… тав тӑвас, мухтас килет ман сире.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку ҫырушӑн Турунова мухтас килет манӑн.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мухтас пулать санӑн мана, Думитру Георгиевич, — лӗхлетсе кулчӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Уншӑн мухтас пулать сирӗн мана.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мухтас ҫеҫ пулать уншӑн намӑсланма пӗлекен ҫынсене.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мухтамалла Караньяловсене, вӗсене мухтамасан кама мухтас?

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Мӗнле калас, — аптӑранӑ пек пулчӗ Ишмук, — хама мухтас — каппайчӑк тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уявра «Чечеклен, тӑван ял», «Ҫӗршывӑма мухтас килет» ҫӗнӗ кӗнекесен презентацийӗсем те хӑйсен вырӑнне тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ара, йӑлт Ozon маркетплейса мухтас тӗллевпе.

Куҫарса пулӑш

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

Яланах юрас тетӗп, ырӑ пулас, мухтас тесе тӑрӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Хире-хирӗҫ мухтас шухӑш пырса кӗчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уявра «Чечеклен, тӑван ял», «Ҫӗршывӑма мухтас килет» ҫӗнӗ кӗнекесен презентацийӗсем те хӑйсен вырӑнне тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Мӗншӗн хӑвӑра та мухтас мар?

Почему бы не увидеть себя героем?

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Аверкий Садуров художник искусстви чӑн-чӑн искусство е суя кӑна, хӑйӗн картинисене Мускав умне кӑларма тивӗҫ е тивӗҫ мар, мӗншӗн ӑна мухтаҫҫӗ тава тивӗҫлисене мухтас вырӑнне — авӑ мӗн пирки пуҫ ыратать хӑш-пӗрисен.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Хӑйсен сӑввисене вӗсем пуринчен ытларах туслӑх: тата тӗрлӗ ӑмӑртусенче мала тухакансене мухтас темӑсем тӑрӑх ҫыраҫҫӗ.

Темой стихов служит обычно изображение дружбы или восхваление победителей на бегах и других состязаниях.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Шӑпах эсир ҫавӑн пек каласса кӗтрӗм, эпӗ, Лука Петрович, эсир авалхи вӑхӑта мухтас ҫук ӗнтӗ.

— А я так ожидал, Лука Петрович, что вы мне старое время хвалить станете.

Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.

— Тултарса пар мана фалернскине, — кӑшкӑрса ячӗ тытӑннӑ сассипе сенатор Курион, кӗмӗл курка тытнӑ аллине эрех ӗҫтерекен патнелле тӑсса, — эпӗ Катилинӑн уҫӑ кӑмӑлне мухтас тетӗп, тӗп пултӑр хыткукар Красс хӑйӗн мӗнпур пуянлӑхӗ-мӗнӗпе!

— Подлей мне фалернского! — крикнул охрипшим уже от опьянения голосом сенатор Курион, протянув руку с серебряной чашей к одному из ближайших к нему виночерпиев, — налей мне фалернского, я хочу похвалить пышность Катилины и пусть лопнет скряга Красе со всем твоим богатством — Красс!

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унӑн пӳлӗмӗсемпе сачӗ пысӑках та, пуянах та пулман, анчах вӗсем пурте типтерлӗ, таса тӑнӑран тата лайӑх вальс е полька ҫуратакан ансат савӑнӑҫа палӑртнӑран, хӑнасем мухтас шутпа усӑ куракан тетте сӑмах Анна Дмитриевна сачӗпе пӳлӗмӗсене ҫав тери килӗшет.

Ее комнатке и садик были небольшие и небогатые, но все это было устроено так аккуратно, чисто и все носило такой общий характер той легонькой веселости, которую выражает хорошенький вальс или полька, что слово игрушечка, употребляемое часто в похвалу гостями, чрезвычайно шло к садику и комнаткам Анны Дмитриевны.

ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех