Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мухтанӑр (тĕпĕ: мухтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мухтанӑр, ачасем, хӑвӑр аҫусемпе пиччӳсем тунӑ ҫитӗнӳсемпе! — терӗ вӑл.

— Гордитесь своими отцами и братьями, ребята! — говорил он.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

— Хӑвӑр ӗҫленине кӑтартӑр, мухтанӑр, — салхуллӑ каларӗ Беридзе инженера.

— Показывайте ваши труды, хвастайтесь, — хмуро сказал Беридзе инженеру.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ан мухтанӑр, тухтӑр юлташ, савнӑ ҫыннӑм, выртӑр.

— Не задавайтесь, товарищ доктор, милая.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Эсир вӗсенчен пӗрне те пулин юратӑр, тӑван ывӑла, тӑван хӗре юратнӑ пек юратӑр, ӑна пуласлӑхшӑн пурӑннӑ чаплӑ ҫын вырӑнне хурса, унпа мухтанӑр.

Полюбите хотя бы одного из них, как сыновья и дочери, гордитесь им, как великим человеком, который жил будущим.

Ҫынсем тата 1-мӗш марионеткӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

14. Хӑвӑр ӑшӑрта кураймасӑр кӗвӗҫсе-хирӗлсе тӑратӑр пулсан, ан мухтанӑр, чӑнлӑх ҫинчен ан суеҫтерӗр: 15. ку вӑл — ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх мар, ҫӗр ҫинчи ӑс, пурӑнӑҫ ӑсӗ, шуйттан ӑсӗ; 16. кураймасӑр хирӗлсе тӑнӑ ҫӗрте йӗрке ҫук, пӗр усалли анчах.

14. Но если в вашем сердце вы имеете горькую зависть и сварливость, то не хвалитесь и не лгите на истину. 15. Это не есть мудрость, нисходящая свыше, но земная, душевная, бесовская, 16. ибо где зависть и сварливость, там неустройство и все худое.

Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Унӑн сӑваплӑ ячӗпе мухтанӑр; Ҫӳлхуҫана шыракансенӗн чӗри хаваслантӑр.

3. Хвалитесь именем Его святым; да веселится сердце ищущих Господа.

Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Пусмӑрласа илнине ан шанӑр, ҫаратса тупнипе ан мухтанӑр; мул пухӑнса пынине чӗре патне ан илӗр.

11. Не надейтесь на грабительство и не тщеславьтесь хищением; когда богатство умножается, не прилагайте к нему сердца.

Пс 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Давид ҫав кунхине Асафпа унӑн тӑванӗсене Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтамашкӑн пӗрремӗш хут мухтав юрри панӑ: 8. Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр, Унӑн ятне асӑнӑр, халӑхсем хушшинче Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен пӗлтерӗр; 9. Ӑна мухтавлӑр, Ӑна мухтаса юрлӑр; Унӑн мӗнпур кӗтречӗ ҫинчен каласа кӑтартӑр; 10. Унӑн сӑваплӑ ячӗпе мухтанӑр; Ҫӳлхуҫана шыракансенӗн чӗри хаваслантӑр; 11. Ҫӳлхуҫана, Унӑн вӑй-хӑватне шырӑр, яланах Унӑн сӑнне шырӑр; 12. Вӑл пултарнӑ кӗтретсене, Ун хӑвачӗн паллисене, Вӑл каланӑ йӗркесене астуса тӑрӑр, 13. эсир — Израиль вӑрлӑхӗ, Унӑн чурисем, Иаков ывӑлӗсем, Турӑ суйласа илнисем!

7. В этот день Давид в первый раз дал псалом для славословия Господу чрез Асафа и братьев его: 8. славьте Господа, провозглашайте имя Его; возвещайте в народах дела Его; 9. пойте Ему, бряцайте Ему; поведайте о всех чудесах Его; 10. хвалитесь именем Его святым; да веселится сердце ищущих Господа; 11. взыщите Господа и силы Его, ищите непрестанно лица Его; 12. поминайте чудеса, которые Он сотворил, знамения Его и суды уст Его, 13. вы, семя Израилево, рабы Его, сыны Иакова, избранные Его!

1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех