Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мухтани (тĕпĕ: мухта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрӑм сӑхманлӑ ҫынна хытӑ мухтани Матӗрнешӗн кулӑшла туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ чӑвашла вуланисенче вӑл вӑхӑтӑн тӗрӗсне ӑнланманнине мухтани кӳрентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

— Ҫырӑвна ҫак кунсенче илтӗмӗр, уншӑн савӑнтӑмӑр: эсӗ чӗрӗ те сывӑ тата сана ӗҫре те мухтани ҫинчен пӗлтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ахӑртнех, бригадир мухтани чухах килчӗ ӑна, хӑйне асла хывас кӑмӑллӑ пекскере.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ Улюка мухтани савӑнтарчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Пӗлетӗн-и, Никифор Ильич, хӑш-пӗр чух мана пӗр кӑткӑсрах, тӗлӗнмеллерех шухӑш канӑҫ памасть: чӑваш хӗрарӑмӗсен кӑмӑлтуйӑмне Нарспи сӑнарне каҫӑхса кайсах мухтани хӑш енчен те пулин кӑштах пӑсмарӗ-ши тетӗп.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Тем тесен те Нарспие куҫ хупсах мухтани сиенлӗ, ӑна хӑш-пӗр енчен тиркемеллех.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Паҫӑр пӗрре каларӑм, халь татах калатӑп: Нарспие пӗр тиркемесӗр мухтани хӗрарӑмсен кӑмӑлне пӑсма, вӗсене ытлашши чӑрсӑрлатма пултарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Тепӗр тесен, юрӗ ӗнтӗ, чӑтам; мухтани хурлани мар, чуна ыраттармасть.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ мухтани хӗре татах та ҫунатлантарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хӗр мухтани Элекҫей кӑмӑлне татах вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл Татьяна хӑйне мухтани ҫинчен каласа парасшӑнччӗ, ашшӗле Макҫӑм пырса ҫитни чӑрмантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ сана мухтани иртерех пулчӗ-шим вара?

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрре те кӑмӑла каймарӗ йӗкӗте хуҫа хӑйӗн мӑнукне куҫкӗретех мухтани.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мухтани пӗтерет хӑш-пӗрине, мухтани ҫавӑрать пуҫа.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Мухтани ҫыннӑн ал-урине ҫыхать.

Похвала вяжет человека по рукам и ногам.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсемшӗн халӗ хӑйсене мухтани пӗлтерӗшлӗ.

Вообще, им очень важно, чтобы их хвалили и почаще говорили о том, как они нужны, важны и незаменимы.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Эсир мухтани савӑнтарать.

— Я очень польщен.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Халаплас е юрлас пулсан та ҫакӑ, пӗлетӗн-и, — чее мушиксемпе салтаксем ҫинчен, вӗсен шульӑкла хӑтланӑшӗсене каҫса кайса мухтани, ҫуман ура пек вараланчӑк, ӑш пӑкӑртатнилле килӗшӳсӗр, урмӑш кӗвӗллӗ тӑватӑ йӗркеллӗ кӗске сӑвӑсем…

А если рассказывают и поют, то, знаешь, эти истории о хитрых мужиках и солдатах, с вечным восхвалением жульничества, эти грязные, как немытые ноги, грубые, как урчание в животе, коротенькие четверостишия с ужасным мотивом…

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тӑван ҫӗршывне мухтани.

Похвала родине.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех