Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мухтамалли (тĕпĕ: мухта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана мӗн мухтамалли пур.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Куншӑн сире, Зоя Сергеевна, мухтамалли ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мана мӗн мухтамалли? — калаҫма памарӗ ӑна тутар княҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Намӑслантӑм, — чӑнахах та намӑсланнӑ, ҫав намӑсне питӗнчен шӑлса тасатасла, янахне алӑ лаппипе сӑтӑркаларӗ Никандр, — Э-э-э, тупнӑ мухтамалли.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗвӗ ҫӳллӗ мар, типшӗм, пиншакне те мухтамалли ҫук, галстукӗ те ҫавӑн евӗрлех…

Росту невысокого, худощав, пиджачок немудрящий, галстучек…

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Сасартӑк вӑл улпучӗн лайӑх енӗсене, ӑсне, ҫивӗчлӗхне, уҫӑ кӑмӑлне, ырлӑхне асӑнма пуҫлать; улпучӗн питӗ хытӑ мухтамалли ытти пахалӑхӗсем ҫитеймесен, вӑл ҫакна урӑх ҫынсен сӑнарӗнчен илсе ӑна чаплӑ, ҫав тери хӑватлӑ ҫын вырӑнне хурать.

Он вдруг начинал вычислять достоинства барина, ум, ласковость, щедрость, доброту; и если у барина его недоставало качеств для панегирика, он занимал у других и придавал ему знатность, богатство или необычайное могущество.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗҫ хатӗрӗсен ячӗсене те тӗрӗс калама пӗлетӗр тата вӗсен пулӑвӗпе интересленетӗр пулсан вара сире мухтамалли ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26

20. Усал ӗҫ тунӑшӑн хӗненине тӳсетӗр пулсассӑн, уншӑн мӗн мухтамалли пур?

20. Ибо что за похвала, если вы терпите, когда вас бьют за проступки?

1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех