Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мухта сăмах пирĕн базăра пур.
мухта (тĕпĕ: мухта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мухта ӗнтӗ, мухта, — каллех чӳречерен пӑхрӗ Яльчиков, — сӑмаххи ҫеҫ вӑл.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ан мухта.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ан мухта урӑх, Лука Степанч, — кулать Энтри.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ну, юрӗ, юрӗ, ытлашши ан мухта, — кӑмӑлӗ тулчӗ пупӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ытлашши ан мухта, тусӑм, — именерех каларӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫамрӑк хӗрарӑма карчӑк тесе кӳрентериччен луччӑ мухта эс ӑна.

— Чем молодую женщину старухой обзывать, лучше ласковое слово ей скажи.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ытла мухта пуҫларӗҫ ҫав, пӑсса ячӗҫ айвана.

Захвалили больно, вот и испортили парня.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ан ултала эс пире, Ан мухта эс ҫич юта, Ҫич ют ҫӑкри — шар-тӑвар.

Чтобы ты нас не обманывал, Не хвалил бы, не нахваливал Чужедальние стороны, Нелюдимые слободы.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Пӗрре хир ашакӗ килти ашака курнӑ та, ун патне пырса, унӑн пурнӑҫне мухта пуҫланӑ: «Санӑн ӳтӳ-тирӳ те яка, ҫимӳ те тутлӑ», — тенӗ.

Дикий осел увидал ручного осла, подошел к нему и стал хвалить его жизнь: как и телом-то он гладок и какой ему корм сладкий.

Хир ашакӗпе кил ашакӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Малтан пурнӑҫа юсасчӗ, аванлатсан — мухта ӑна!

Надо жизнь сначала переделать, переделав — можно воспевать.

Сергей Есенина // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 58–64 с.

«Хӑвна ху хисепле, анчах ытлашши ан мухта.

«Уважай себя, не переоценивай.

Пӗр-пӗччен чухне // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

— Ытлашши ан мухта, каппайланма пуҫлать! — кулса илчӗ Василий.

— Не перехвали, зазнается! — усмехнулся Василий.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Мухта!

— Хвастайся!

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Эсӗ мана ан мухта, куҫ-пуҫна ан вылят, — хыттӑн каларӗ Федор Лукич, аран-аран тӑрса.

— Ты меня не расхваливай и не строй усмешечки, — сказал Федор Лукич, с трудом вставая.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак форма авалхи тӗрӗк чӗлхинчи алха (мухта, ырла, ырӑ сун) тымартан пулса кайнӑ.

Эта форма произошла от корня слова алха (прославлять, хвалить, пожелать добра) в древнетюркском языке.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

24. Вара унччен суккӑр пулнӑ ҫынна иккӗмӗш хут чӗнсе илсе каланӑ: Турра мухта; эпир Вӑл ҫылӑхлӑ Ҫын пулнине пӗлетпӗр, тенӗ.

24. Итак, вторично призвали человека, который был слеп, и сказали ему: воздай славу Богу; мы знаем, что Человек Тот грешник.

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Анчах ҫын вӗлерсе е вӑрласа, е усал ӗҫ туса, е ҫыннӑнне илесшӗн пулса сирӗнтен никам та асап курмалла ан пултӑрччӗ; 16. Христос ҫынни пулнӑ пирки асапланнӑшӑн ан вӑтан, уншӑн Турра мухта.

Теми Он хулится, а вами прославляется. 15. Только бы не пострадал кто из вас, как убийца, или вор, или злодей, или как посягающий на чужое; 16. а если как Христианин, то не стыдись, но прославляй Бога за такую участь.

1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

83. Израиль, Ҫӳлхуҫана мухта, юрла, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑла.

83. Благослови, Израиль, Господа, пой и превозноси Его во веки.

Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Асамат кӗперӗ ҫине пӑх-ха — ӑна Пултаракана мухта: мӗн тери илемлӗ ҫуталса тӑрать вӑл!

12. Взгляни на радугу, и прославь Сотворившего ее: прекрасна она в сиянии своем!

Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫакӑншӑн хӑвна Пултаракана, сана Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе Тӑрантаракана мухта.

15. И за это благословляй Сотворившего тебя и Насыщающего тебя Своими благами.

Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех