Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мунчисене (тĕпĕ: мунча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку усал хыпар яла сарӑлсан ҫынсем никам хушмасӑрах хӑйсен пуссисене, арпалӑхӗсемпе мунчисене тӗрӗслерӗҫ, ниҫта та ун пек-кун пек япала тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун уҫлӑхне ытла ҫывӑха килсе ларнӑран вӑл Атӑлпа иртсе ҫӳрекенсенчен чӑлӑш-чалӑш мӑрьеллӗ, ҫӗтӗк ҫи виттиллӗ пӳрчӗсене ҫеҫ мар, ӳкме пуҫланӑ картисене те, хуралса ларнӑ мунчисене те, ҫыран хӗррипе сапаланса тухнӑ вӗтӗ киммисене те, ним йӗркесӗр купаланса выртакан вут-шанкӑ шаршанӗсене те пытараймасть.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗркуннерен тытӑнса вӗсем пӗчченшерӗн те, ушкӑнпа та чикӗ урлӑ каҫса вӑрмансене, шурлӑхсене, кӳлӗсем хӗрринчи пулӑҫӑсен мунчисене, хурал тӑмалли хӳшӗсене пухӑнса хӗҫпӑшалсем хатӗрленӗ.

Еще с осени они переходили поодиночке и группами через границу, собирались в лесу, в болотах, у озер, в рыбачьих банях, сторожках, накапливали оружие.

Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Каҫ пулас умӗн шӑматкунсенче уржумецсем пурте хӑйсен картишӗнчи мунчисене хутнӑ.

Вечером, как обычно по субботам, все уржумцы топили бани у себя на дворе.

Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Ҫавна май ман шутпа Пӑлхар мунчисене ҫавах та Вӑтам Азирен илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех