Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мунчине (тĕпĕ: мунча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахӑш самантра мунчине хутса ӗлкӗртрӗ Укань, тахӑш самантра Сантӑрккана ҫуса кӑларчӗ, килне леҫсех хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунчине пит кӗресчӗ те ҫав…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ара, ашшӗ, мунчине кин хуттӑрччӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунчине тин ҫеҫ пултартӑм, — пӗр чарӑнмасӑр калаҫма пуҫларӗ Сантӑркка.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Степа, ку хут ҫинче господин Янашов хӑн мунчине хӑй вут тивертни ҫинчен ҫирӗплетрӗ, — терӗ те Богданов хут татӑкне Ҫтаппана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑт, мунчине Микула мар, хӑех вут тӗртни ҫинчен хут тутарса илесчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мунчине хӑй тӗртсе ҫунтарчӗ те ман ывӑл ҫине йӑвантарчӗ, ывӑлӑм халь те ҫын куҫ умне курӑнма хӑраса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна Михха мунчине вут тивертнӗ тесе айӑпланине ху та лайӑх пӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паспорта ыйтсан, Михха мунчине вут тивертнӗ тенӗшӗн тытма килнӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Мӗн тума? Эпӗ суя паспортпа пурӑннине пӗлчӗҫ-ши? Миххан мунчине ҫунтарнӑ тесе арӗслеме килчӗҫ-им?» — таҫта тӗпсӗр шӑтӑка ярӑннӑ пекех туйӑнчӗ Микулана.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳртне те, алкумне те, сарайне те, мунчине те, нӳхрепне те пысӑк, сулмаклӑ ҫӑрапа питӗрет.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Э-э, ӑна мунчине кайӑпӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мунчине вӑл пӳрт ҫумнех купалать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мунчине эпӗ пӳртрен тӳрех кӗмелле-тухмалла тӑвасшӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пилӗк чӳречеллӗ кермен пек пысӑк пӳртне те, тӑрӑхла сарайне те, ампарне те, мунчине те, лаҫне те — пурне те шурӑ кирпӗчрен купаланӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мунчине вӑрмана пыричченех хутса хӑварнӑччӗ, унтанпа икӗ сехет майлӑ иртрӗ — шӑп та лӑп пулса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Мунчине чупса кайса кӑмакари четвӗрте тата шалалла тӗксе кӗртрӗ, ан курӑнтӑр тесе, ун умне вутӑ пуленккисем купаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Хветӗр салтака кайиччен мунча лартайманччӗ, Парамун хӑй мунчине куҫарса килчӗ, ҫулла кил-ҫуртне сутса ячӗ, вара хуралран тухсах ҫамрӑк арӑмпа пурӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тилӗрсе кайнӑ пуян, хӑй мунчине хӑех вут тӗрттерсе, Микулана вут кӑларнӑ тесе айӑплать, ӑна вутта пӑрахса ҫунтарма халӑха вӑскӑртать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӑл пур — хӗр пуҫҫӑн, хӑй кӑна Сахарӑн шур мунчине вут тивсе илессинчен хӑтарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех