Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мунчари (тĕпĕ: мунча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уҫӑ чӳречерен урамалла, мунчари пек, тӗтӗм тухать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫутӑ шакла пуҫӗ тӑрӑх та, сарлака ҫурӑмӗ тӑрӑх та мунчари пек шыв юхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ан тив, кӗҫӗрхи каҫ вӗсем тӗлӗкре те мунчари пек ӑшаланса выртчӑр! —

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хӑрӑм шӑрши мунчари пекех.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӑл ҫамрӑк писатель мар-ха, кӗнеки те чылаях кун ҫути курнӑ унӑн, ҫапах хӑйӗн ҫак япали пичетленессе ҫамрӑк чухнехи пекех вӗткеленсе, хӑпартланса кӗтрӗ: ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ самантра пӗрре мунчари пек вӗриленсе кайрӗ, тепре пӑрлӑ шыва лекнӗ пек ҫӳҫене-ҫӳҫене илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Вӗри е сивӗ шыв хулари мунчари пек чашкӑрать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӗлӗннипе шанк хытса тӑтӑм, мунчари пекех вӗриленсе кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫанталӑк тӗттӗмленессе пӗрре мунчари пек вӗриленсе, тепре пӑрлӑ шыва чӑмнӑ пек ҫӳҫенсе кӗтнӗ Альбина, нихҫанхинчен хӳхӗмрех тумланнӑскер сакӑр сехет ҫурӑрах урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Пӳлӗмри сывлӑш тӑруках пахалӑхсӑр пултарнӑ мунчари пек пӑчӑланса пӑтавккаланнӑнах туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫанталӑкӗ, чӗрӗ, ҫепӗҫ ароматлӑ шӑршӑсемпе каплантараканскер, тӑнӑҫ, таса тӑрать, анчах тин ҫеҫ тутлӑласа пултарнӑ мунчари пекех пӑчӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӑй, мунчари пекех хӗрелсе, пуҫне вӑйсӑррӑн ҫӗрелле усрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лару залӗнчен мунчари пекех ӑшӑ та пӑчӑх сывлӑш коридоралла тухать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑй мунчари пек тара ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Килте мунчари мар, енчен кам та пулин ашкӑнма шутласан, аппа хута кӗрӗ», — шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Будкӑра мунчари пек лӗп.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Апат-ҫимӗҫ пӗҫермелли — хресчен пӳрчӗ пек кӑна: плита ҫинчи мискӑсенчен пӑс тухнипе сывлӑш пӑчӑланнӑ — мунчари пекех туйӑнать тултан кӗрекенсене.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кайри пӳртре паян мунчари пекех ӑшӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑвак пуҫлӑ ырхан карчӑк кӗпе ҫӑвакан таканинчен хӑпса, мунчари пек тарланӑ хӗрлӗ питне кӑларса: сана кам кирлӗ? тесе ҫилленсе ыйтрӗ.

Тощая седая старуха, оторвавшись от корыта с бельем, высунула красное, распаренное лицо и сердито спросила, кого мне надо.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тепӗр тесен, мунчари арҫынран хӑраса тӑма-и…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ай-яй, мунчари пекех пӑчӑ! — терӗ эскадрон командирӗ Зайцев, штабран урама тухнӑ май.

— Ну и жара, ровно в бане! — воскликнул командир эскадрона Зайцев, выходя из штаба на улицу.

Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех