Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

музыкӑпа (тĕпĕ: музыка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Егор Петрович пекех интереслӗ те нумай пурӑнасчӗ, юлашкинчен ун пекех «ӑсран тайӑласчӗ», ватӑ ҫыннӑн романтики мӗнлине пӗлесчӗ, вилес пулсан — музыкӑпа, вилесчӗ…

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Музыкӑпа вилме ҫӑмӑлтарах, — шӳтленӗ вӑл радио итленӗ е телевизор курнӑ чухне.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шупашкарти художниксен ҫуртӗнче Любовь Ракеева, пир-авӑр комбинатӗнче Алевтина Елсукова, музыкӑпа драма театрӗнче Раиса Прокопьева художницӑсем ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Гронинген — пысӑках мар хула, апла пулин те вӑл Нидерландӑн ҫурҫӗр пайӗшӗн музыкӑпа ытти ӳнер тӗсӗсене, вӗренӳпе бизнеса аталантаракан центр пек пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.

Гронинген — небольшой город, но, несмотря на это, он играет значимую роль как центр развития музыки и других видов искусства, образования и деловой активности для севера Нидерландов.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Музыкӑпа теори дисциплинисен ПЦК

ПЦК музыкально-теоретических дисциплин

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

музыкӑпа композици теорийӗн

теории музыки и композиции

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

— Сана эпир фермӑна музыкӑпа кӗтсе илетпӗр ак.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Музыкӑпа юрра юратни шӑпах унран килнӗ пулӗ тетӗп, вӑл баянпа, гитарӑпа выляма питӗ лайӑх пӗлнӗ вӗт, - каласа парать Людмила Николаевна.

Куҫарса пулӑш

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

Хӗрт-суртпа Кузяпа пӗрле ачасем тӗрлӗ конкурссене хутшӑннӑ: кашӑка музыкӑпа ҫаврӑна-ҫаврӑна панӑ, «Ваттисен сӑмахӗсене пух», «Каҫӑ», «Улӑштаратпӑр».

Вместе с домовым ребята играли в различные конкурсы: передавали ложку по кругу под музыку, «Собери пословицу», «Переправа», «Меняемся».

Кистенлӗпуҫӗнчи ял клубӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3416915

Сӑмахран, чӑвашсен музыкӑпа драмӑ театрӗн сцени ҫинче лартнӑ виҫӗ оперӑра та халӑх хорӗнчи ик ҫӗре яхӑн ҫамрӑк хӑйсен пултарулӑхне лайӑх кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Музыкӑпа искусствӑ каҫӗсен ӗҫне республикӑри пур композиторсем те хутшӑнчӗҫ, столицӑри музыкӑ деятелӗсене хӑйсен творчествипе анлӑн паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Унта пирӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗ, халӑх хорӗ, чӑвашсен балет студийӗ, музыкӑпа драмӑ театрӗн уйрӑм солисчӗсем хӑйӗн пултарулӑхӗсене лайӑх кӑтартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчахрах йӗркеленӗ музыкӑпа драмӑ театрӗ кӗске вӑхӑтрах халӑха виҫӗ оперӑ кӑтартрӗ, ҫав шутра «Шывармань» ятлӑ чӑвашла оперӑна та ӑнӑҫлӑ лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ача, манса кайнӑ музыкӑпа аса илме хӑтланнӑ пек, темиҫе ҫеккунт тапранмасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Мӗнле ҫын-ши вӑл ҫур ҫӗр иртни виҫ сехетре пӗчченех музыкӑпа йӑпанаканскер?

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Сарра Архиповна хӑй, Славике музыкӑпа ӗҫлеме чӑрмантарас мар тесе, тахҫантанпах малти пӳлӗмре ҫывӑрать, мӗншӗн тесен Славик час-часах ҫӗрне-ҫур ҫӗрне пӑхмасӑрах вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса е фортепьяно тӑнкӑртаттарать е сӗрме купӑс нӑйкӑштарать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Музыкӑпа ҫамрӑксен шӑв-шавӗ те пӗр секундлӑха ҫак сӑмахсене илтнӗ пиркиех чарӑнса ларнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Чун-чӗре пӗр хама ҫеҫ паллӑ музыкӑпа тулса ларать те, эпӗ вӑрмансен, хирсен, пӗлӗтсен илемлӗхне сӑнатӑп, хам ҫапла шухӑшласа илетӗп:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ музыкӑпа драма театрӗн икӗ коллективӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленипе театр кӗске вӑхӑтрах чӑвашсен нацилле оперине ҫуратрӗ, Чӑвашсен хӑйне уйрӑм музыка театрӗн пулас никӗсне хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑвашсен музыкӑпа драма театрне ГИТИС ректорӗ М. А. Горбунов профессор ятарласа хӑй килчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех