Шырав
Шырав ĕçĕ:
халӑх юрри-кӗввипе этно музыкӑн пӗлӗвӗ
Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95
Итлекен кунта тӳрех музыка ӑшне сӑрхӑнса кӗрет, ҫав музыкӑн атмосферине лексе, унпа пӗр сывлӑшпа сывлама пуҫлать, мӗншӗн тесен музыка тӑршшӗпех унӑн туйӑмӗсемпе калаҫать.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Король кухнинче эпӗ математикӑпа музыкӑн тӗрле инструменчӗсене куртӑм, ҫак инструментсен форми пек касса поварсем его величество валли тӗрлӗ апат-ҫимӗҫсем хатӗрлесе параҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Музыка тӗлӗшӗпе пит те пултаруллӑ пулнӑскер, ӑна юратаканскер, вӑл кӗсле, балалайка, купӑс таврашне чӑн-чӑн артистла калатчӗ, анчах музыкӑн лайӑхрах тата йывӑртарах инструменчӗсене вӗренме тӑрӑшман.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Мана вара хам савакан хӗре урӑх ҫынна пама килӗшесси лайӑх пек туйӑнчӗ, ку мана апла тума йывӑр пулманнинчен килчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ҫав хӗрпе вӗренне ҫынсем кӗвӗленӗ музыкӑн лайӑх енӗсем ҫинчен мӗн пурӗ те пӗр хут ҫеҫ ӗлккен сӑмахсемпе калаҫса пӑхрӑм, ман юрату, эпӗ ӑна амалантарма тем тери тӑрӑшрӑм пулин те, тепӗр эрнеренех сӗвӗрӗлсе кайрӗ.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уява ҫитме ӗлкӗрнӗ Синицкие музыкӑн ҫӗнӗ техникине халӑхӑн авалхи юрӑ ҫеммипе пӗрлештерни тӗлӗнтерсе ячӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Чӳречерен музыкӑн хӑлхана хупласла сассисем кӗмсӗр! те кӗмсӗр! янӑрарӗҫ, ҫине-ҫинех пӗрешкеллӗн чӑнтӑхрӗ курайман тромбон, тӗрӗк параппанӗ вара, калӑн, ниҫта та мар, Ромашовӑн хӑй пуҫӗнчех танкӑр-танкӑр танлатрӗ те пантӑр-пантӑр панлатрӗ.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тин ҫеҫ вӗҫленнӗ музыкӑн юлашки нотипе тӗлӗнмелле килӗшӗве килсе, пӗр тона, пӗр тембра лексе, самолёт симфонине ҫӗклесе илчӗ, хӑватлӑ моторӑн савӑнӑҫлӑ сассине Мускав ҫине хӑпартрӗ.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Паян вӑл курав проекчӗсене пӗрлештерсе тӑракан уҫлӑх, ӳнер искусствин, музыкӑн, перформансӑн эксперимент площадки пулса тӑрать.
Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21
Унта малтанхи вӑхӑтра консерваторисемпе музыкӑн ытти заведенине пӗтернӗ, унччен искусство шкулӗсенче, университетра е ытти ҫӗрте ӗҫлесе палӑрнӑ вӑхӑтра яхӑн мусӑкҫӑ тӗрлӗ инструментпа калать.
Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02
- 1