Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

музыкин (тĕпĕ: музыка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкарпа Улатӑр станцийӗсем Чулхуларан тата 1922 ҫулхи сентябрӗн 17-мӗшӗнче Мускаври потчамтӑн телеграф станцийӗ тӑрӑх панӑ калаҫусемпе вырӑс музыкин концерчӗсене те тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Залра камера музыкин концерчӗсем, ҫавӑн пекех студентсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.

В зале проходят концерты камерной музыки, а также выступления студентов.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Эпӗ халлӗхе хам юратнӑ ӗҫӗме — учитель ӗҫне, чӑваш музыкин культурине аталантарас ӗҫе пӗтӗм чунӑма, вӑй-халӑма паратӑп, — терӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче нарӑс уйӑхӗнче ҫулсеренех Чӑваш музыкин фестивалӗ иртет.

В Чувашском государственном театре оперы и балета ежегодно в феврале проводится фестиваль чувашской музыки.

Чӑваш музыкин фестивалӗ кӑҫал урӑхларах иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33929.html

Артистка театрти ытти ӗҫтешӗпе пӗрле тӗрлӗ пултарулӑх проектне, ҫав шутра Пӗтӗм тӗнчери М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивальне, Пӗтӗм тӗнчери балет фестивальне, Чӑваш музыкин фестивальне хутшӑннӑ, ют ҫӗршыври гастрольсенче пӗрре кӑна мар пулнӑ.

Артистка вместе с другими коллегами театра участвовала в различных творческих проектах, в том числе в Международном фестивале оперы им. М. Д. Михайлова, Международном фестивале балета, фестивале чувашской музыки, и не раз бывала на зарубежных гастролях.

Артисткӑна юбилейпе саламланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/29784.html

Итали музыкин чӗлхинчен малоросси чӗлхине куҫарнӑ евӗрлӗрех пулса тухать.

Как будто перевод с итальянского музыкального языка на малорусский.

XII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Амӑшӗ унӑн музыкин ҫӗнӗ ҫеммисене итлесе, тӗлӗнсе кайрӗ.

Дивилась мать новым тонам его музыки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫав вӑхӑтрах урамран урапасен сасси, дачӑна каякан поезд шавӗ, ҫар музыкин сасси янӑрарӗ.

В то же время с улицы слышался стук дрожек, шум дачного поезда, военная музыка.

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫак кун Хальхи искусствӑсен галерейинче Атӑлҫи халӑхӗсен чӗлхисемпе этно-джаз, инди-фолк, электро-поп музыкин концерчӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21

Февралӗн 19-мӗшӗнче Хальхи искусствӑсен галерейинче Атӑлҫи халӑхӗсен чӗлхисемпе этно-джаз, инди-фолк, электро-поп музыкин концерчӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех