Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Вырӑс мужикӗсем, — тесе вулатпӑр унӑн ҫырӑвӗнче, — управитель вӗсене хӗсӗрлени ҫинчен пит пысӑк жалоба ҫырса панӑ, вырӑс мужикӗсем пурте инҫетри дачӑра халиччен управитель пулса пурӑннӑ Теленкова каллех хӑйсен управителӗ тӑвасшӑн, мужиксем каланӑ тӑрӑх, вӑл чӑнласах та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын иккен».
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
— Тусан — ҫакӑн пек ӗҫ тӑвас пулать, — тенӗ вӑл, куҫхаршисене сиктеркелесе, — пин ҫул иртсен те этемсем ҫапла калаччӑр: ку япалана Богородски мужикӗсем тунӑ, теччӗр… ҫапла!
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Обносково, Балымер салисенче, уездри тата ытти саласенчен килсе ҫӳрекен мӑн сухаллӑ вӑрман мужикӗсем, лӑпкӑ та ырӑ кӑмӑллӑ халӑх, кӑнтӑрла та пулин слобода витӗр лавсемпе иртме хӑраса тӑраҫҫӗ, ун витӗр тухмасӑр май килмен чухне вара, — виҫшерӗн, тӑватшарӑн пӗрле иртеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӗрарӑмсем булка сутаҫҫӗ, сӑмаварпах тухнӑ вырӑс мужикӗсем вӗри шерпет тесе кӑшкӑраҫҫӗ, унтах тата, аялти картлашкасем ҫинче, тутӑхса кайнӑ етресем, бомбӑсем, картечсем, тӗрлӗ калибрлӑ чугун тупӑсем йӑваланса выртаҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫыннисем те ҫавах, анчах кӑмӑллӑрах, мужикӗсем те ҫавсемех, вӗсем те шурӑ кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ, анчах вӗсем ӗлӗкхи Хӑвалӑх ҫыннисен евӗрлех, хӑйсене панӑ ирӗклӗхе манман, кӗписем тасарах та тирпейлӗрех, ачисем патмартарах, пурте шкулта вӗренеҫҫӗ, ҫӗрӗ-шывӗ нумайрах, тырри-пулли те ӑнӑҫлӑрах; лашисем вӑйлӑрах та самӑртарах, плугӗсем тарӑнрах та сарлакарах илеҫҫӗ, ӗнисем вара пӗрер витре сӗт параҫҫӗ…
X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
— Ну, мужикӗсем мӗнлерех?
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Урампа ӗҫлӗ халӑх сӗнкӗлтетет: хушӑран проспект урлӑ ӗҫе васкакан вырӑс мужикӗсем каҫаҫҫӗ, вӗсем извеҫпе вараланса пӗтнӗ атӑ тӑхӑннӑ, ку атӑсене ӗнтӗ хӑйӗн таса шывӗпе чапа тухнӑ Екатерински канал ҫуса тасатас ҫук.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Эсрел мужикӗсем!
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр чухне, ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра, Григорие унӑн тӑшманӗсем те — Тамбов, Рязань, Саратов мужикӗсем — ҫӗр пирки кӗвӗҫнипелех вӑрҫӑпа килнӗн туйӑнчӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Каллех, ҫуркуннехи пек, пӑлханса каяҫҫӗ Тоцк мужикӗсем.
«Ух эс! Ах эс!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
— Эпир, Климово мужикӗсем.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Вӑл хыпалансах ращана пырса кӗнӗ те Покровский мужикӗсем унӑн вӑрманне пӗр шиксӗрех вӑрланӑ тӗле ҫитнӗ-тухнӑ.Он поспешил в рощу и наехал на покровских мужиков, спокойно ворующих у него лес.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1