Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

михӗсене (тĕпĕ: михӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михӗсене армана хӑваратӑп та йӑмӑк патне хӑнана кӗретӗп тесе шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Станцине ҫитсен, чи малтанах элеватора кӗрсе михӗсене пушатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Платун михӗсене йӑтса пӗтерсен, Ҫтаппан ӑна ҫухавинчен тытса ҫӗклерӗ те урапа ҫине хӑпарчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, михӗсене хурса хӑварсан, чӗрине ыраттаракан шухӑша путнӑскер, никама-ниме астумасӑр пӑрахут еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Виҫҫӗмӗшсем тата пӗрмаях тулли михӗсене йӗтемӗн тепӗр вӗҫнелле йӑтса тӑраҫҫӗ.

Третьи беспрерывной вереницей таскают мешки на другой край тока.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Акӑ машина ҫинчи михӗсене, шӑналӑксене вӗренпе лайӑх туртса ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Ой-ишшо!» та «Ой-ишшо!» тесе ҫӳллӗрен те ҫӳле ывӑтрӗҫ михӗсене.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унта колхозниксем тырӑ илеҫҫӗ, вӑрӑм михӗсене аран йӑта-йӑта кузов ҫине лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Йӗтем ҫинче 70 килограмлӑ михӗсене йӑтса кӗлете кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Вӑл, патвар ҫурӑмлӑскер, урапана ампар алӑкӗ умне тӑратрӗ те тулли михӗсене, ҫӑтӑр та ҫатӑр ытамласа ампаралла ывтӑнтарчӗ, стена ҫумне тӑрата-тӑрата лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йӑтмарҫӑ-студентсем хӑйсемех ҫапла йышӑну турӗҫ: пӗри михӗсене вакунтан ун алӑкӗ умне йӑтса тӑрать, виҫҫӗшӗ вӗсене, михӗсене, машинӑсем патне ҫӗклеҫҫӗ, иккӗшӗ — ҫӑксене «хурҫӑ урхамахсен ҫурӑмӗсем» ҫине йышӑнса, туртса хӑпартса, кирлӗ пек пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн майлаштарса лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Михӗсене пурне те кимӗ патне йӑтса-йӑтӑрласа пычӗҫ, кӗҫех вӗсем, михӗсем, «хытӑ матрас» ҫине типтерлӗн сарӑнса выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑксем михӗсене (пурӗ 6) пӗрерӗн-пӗрерӗн пӳрне вӗҫҫӗн ҫӗкле-ҫӗкле, тусан пар-пар вӗҫтере-вӗҫтере тӗрӗслерӗҫ — пурте вӗсем юрамине тухнӑ, каврайнӑ иккен, анчах «хытӑ матраса» «ҫемҫетме» шӑпах меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Канмалли кунра та чӑтаймастӑн иккен чӗпӗсем патне килмесӗр? — терӗ вӑл пушӑ михӗсене ҫӑл умӗнче тӑракан машина кузовӗ ҫине тиесе.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпир ҫапах та михӗсене тултартӑмӑр, урӑхла пирӗн май та пулман — пулеметпа тӗллесе тӑчӗҫ.

Мешки-то мы наполнили, иначе нельзя было — пулемет.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пире конвойпах унта хӑваласа кайрӗҫ, пулеметпа пирӗн ҫинелле тӗллерӗҫ те михӗсене тултарма хушрӗҫ.

Они согнали нас под конвоем, наставили пулемет и: «Наполняй мешки!»

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Парамун ун чухне сакайӗнчен кӑларса михӗсене тултарнӑ ҫӗрулмине анкартине пӗтӗмпех хӑй йӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Чӑпта кӗпепе кунӗ-кунӗпе пилӗкшер пӑтлӑ михӗсене ҫӗклеме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Михӗсене ман урапа ҫине хуратпӑр та, хӑвӑр урапӑра манӑннинчен кӑкаратӑр.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑн малтан ҫапнӑ таса ыраша хӗрсем ҫӗленӗ шап-шурӑ михӗсене тултарчӗҫ, миххисене лавсем ҫине тиесе, хулана хатӗрлев пунктне ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех