Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

миххисене (тĕпĕ: михӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗр эсӗ кӑна паратӑн-и, Эрхип, е ыттисем те миххисене тултарса хучӗҫ-и ӗнтӗ? — упӑшкине чылайччен сӑнаса пӑхрӗ Улюна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗлимун, хӑранӑскер, пытарнӑ миххисене кӑтартмах тӑрать, анчах шӑп ҫав вӑхӑтра ял ҫине пушар ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук ытти миххисене илсе килессе кӗтмесӗр, Платун халь ҫеҫ лартса хӑварнине йӑтса, ҫенӗке кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун, ниме пӗлми васкаса, вӑрлӑх миххисене йӑта-йӑта урапа ҫине тиерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Киле таврӑнсан, вӑл вӑрлӑх тата ҫӑнӑх миххисене пурте кӗртсе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе грузовой автомобильсем пыра-пыра тӑраҫҫӗ, вӗсем тырӑ миххисене тиеҫҫӗ те элеватора турттара-турттара каяҫҫӗ.

Время от времени подъезжают грузовые автомобили, нагружают мешки с зерном и везут их на элеватор.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кӗпе валашки пӗве хӗррине кайса лартрӗ, кӗвентисене леҫрӗ, вара кӗлпе кӗлернӗ миххисене, тӑлисене илме тепре хутларӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Настьӑпа Ксюша кам маларах тесе хӑйсен миххисене тултарчӗҫ, унтан вӗсене витрене пушатрӗҫ те малалла ӑмӑртрӗҫ.

Настя с Ксюшей на спор, кто быстрее, наполнили свои мешочки, пересыпали все в общее ведро и продолжили соревноваться.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

100 кг таякан тырӑ миххисене ҫӑмӑллӑнах йӑтнӑ, ҫӗрле ыйхӑран вӑранса хӗллехи сивӗ кун вӑрман турттарма тухса каяттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Ҫӗрле Михала йӗтӗм ҫинчен часах каяймарӗ: тепӗр хут хурал тӗрӗслерӗ, тиесе кайман ҫапнӑ тырӑ миххисене улӑмпа виттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Чӑн малтан ҫапнӑ таса ыраша хӗрсем ҫӗленӗ шап-шурӑ михӗсене тултарчӗҫ, миххисене лавсем ҫине тиесе, хулана хатӗрлев пунктне ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Рабочисем, япала тултарнӑ миххисене, кутамккисене йӑтса, Куславккаран ҫуран килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Укахви темиҫе михӗ вире йӗпетсе складалла йӑтрӗ ӗнтӗ, Липа ытти бригадӑсен миххисене чикме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тырӑ миххисене йӑтса кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Яла пырса кӗнӗ май мӑкаҫи кӗлечӗ умӗнче ҫынсем тырӑ миххисене виҫе-виҫе йӑтни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫурхи ейӳ тыр миххисене шӳтерсе пӗтериччен пӑравуссем кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеевпа Ундрицов пысӑк миххисене ҫынсем урлӑ ывӑтса пачӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӑнта, мӑнта килекес, — тесе, хӑйӗн миххисене сак ҫинчен антарса, Эльгеевпа Ундрицова вырӑн пачӗ тутар.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтрах хӑшпӗр хуҫасемпе пуянсем тырӑ миххисене ҫӗр айне чава-чава пытараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вырӑс-грузчиксем те трюмран пулӑ пичкисене, ҫӑнӑх миххисене палуба ҫине хӑпартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех