Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

миххине (тĕпĕ: михӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗр миххине тултарса хур-ха эс.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Юрӗ-ҫке, тапакӗ сутӑнсан, миххине тупӑпӑр!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тапак миххине салтрӗ те унтан кӗтеслӗ стакан туртса кӑларчӗ, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка мучи ачасене лашисене черетлӗн пӑхма хушса хӑварчӗ те, хӑй, тапак миххине ҫурӑмӗ хыҫне хурса, пасаралла уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Платуй пӗр миххине йӑтса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ икӗ десятски ҫӑнӑх миххине йӑтса тухса алкум вӗҫне лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр ҫинчен аран ҫӗкленсе вӑл миххине ҫулҫӑсем тултарнӑ, ӑна пуҫӗ айне хунӑ та ҫывӑрса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав курӑк миххине йӑтни аса килчӗ Ванюка.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Пӗтӗмпех пулчӗ, — терӗ вӑл, ҫурри пушӑ брезент миххине хул пуҫҫи урлӑ ывӑтса ярса, — кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан Гладышев пушанса юлнӑ миххине тӳрлетсе якатрӗ те ӑна скатерть вырӑнне сарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ну, ак ҫакӑнта, вырнаҫӑпӑр та эпир, — терӗ Гладышев, чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑнах хӑйӗн миххине курӑк ҫине хурса.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсӗ нихҫан та манпа пӗрле ампара-мӗне кӗрсе курман, сӗлӗ миххине тытман, Униҫҫе патӗнче чарӑнман, эрех ӗҫмен.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӑтӑр-ҫатӑр хывса илчӗ те миххине купӑс туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ула Тимӗр аллинчи ҫӑмӑл апат миххине тавар вакунӗнчи (шӑпах ҫав вакуна сахӑр миххисенчен пушатмалла та вӗсен) пӗр ҫӳлӗк ҫине, таса, ҫара вырӑна майлаштарса хучӗ те юлташӗсем патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла вӗсем урампа пынӑ вӑхӑтра, пӗр крючник евӗрлӗ этем лавккаран михпе ҫӑнӑх йӑтса тухнӑ та икӗ шульӑк умне ҫитсен миххине ҫӗре лач! ӳкернӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Шел, Хӗлипне е Миххине тӗл пулаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунтӑкне суха ҫӑпалинчен ҫакса ярса, ун ӑшне пештӗрне, пушаннӑ миххине пуҫтарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михапар пӗрисем патне чупса кӗрсе темиҫе сыпӑк туса ҫыхса пӗтернӗ миххине хул урлӑ ҫакса тухрӗ те Уккана ҫавӑтрӗ.

Михабар забежал в один из домов и вскоре вышел оттуда с мешком на плече. Подхватив Укку под руку, решительно сказал:

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пилӗкшер пӑт таякан икӗ тыр миххине ним мар ҫӗклет».

Он ведь шутя поднимает два пятерика, а ты?

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эс ҫиелтен миххине йӗпет, миххине!

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех