Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

минучӗсене (тĕпĕ: минут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗрешӳн юлашки минучӗсене хисеплесе ҫынсем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тӑчӗҫ.

Толпа бешено рукоплескала в эти последние минуты борьбы.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Мана халь пӗр япала кулянтарать: эпӗ ун ҫумӗнче чи кирлӗ вӑхӑтра та пулайман, унӑн юлашки минучӗсене сӑмахпа та, куҫран пӑхса та ҫӑмӑллатас тесе тӑрӑшайман.

Бессильная тоска охватывала меня: я не была с нею тогда, когда была ей, должно быть, всего нужнее; я не могла облегчить ей последние минуты ни словом, ни взглядом…

Пилӗк фотоӳкерчӗк // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Фашист Зойӑна мӗнле вӗлернине, унӑн юлашки минучӗсене ӳкерсе илнӗ.

Фашист сфотографировал убийство Зои, ее последние минуты.

Пилӗк фотоӳкерчӗк // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Хӑйсен шучӗпе, унӑн юлашки минучӗсене те пулин ҫӑмӑллӑх кӳресшӗн хӑтланнӑ.

Старались облегчить последние, как они думали, минуты его жизни.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Унӑн юлашки минучӗсене никам та курман, вӑл вилес умӗн йынӑшнине никам та илтмен.

Никто не видал последних его минут, не слыхал предсмертного стона.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Унтан шалпар сюртук е мӗнле те пулин пиншак тӑхӑнатӑп та, арӑма пилӗкӗнчен ыталаса, вӗҫӗ-хӗррисӗр те тӗксӗм аллея тӑрӑх шалалла кӗрсе каятпӑр; хуллен, шухӑша кайса, сӑмахсӑр е илтӗнмеллех шухӑшласа пыратпӑр, ӗмӗтленетпӗр, юн тымарӗ тапнине шутланӑ пек, телей минучӗсене шутлатпӑр; чӗре мӗнле тапнине, чарӑннине итлетпӗр; ҫутҫанталӑк хамӑр хута кӗнине шыратпӑр… вара сисмесӗрех ҫырма хӗррине… уй-хире тухатпӑр…

— Потом, надев просторный сюртук или куртку какую-нибудь, обняв жену за талью, углубиться с ней в бесконечную, темную аллею; идти тихо, задумчиво, молча или думать вслух, мечтать, считать минуты счастья, как биение пульса; слушать, как сердце бьется и замирает; искать в природе сочувствия… и незаметно выйти к речке, к полю…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех