Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

минутшӑн (тĕпĕ: минут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним шухӑшласа тӑмасӑрах вӑл кашни минутшӑн хӑй пурнӑҫӗн пӗр ҫулне панӑ пулӗччӗ.

Не задумываясь, он отдал бы год жизни за каждую выигранную минуту.

Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.

Унӑн кашни юн тумламӗшӗн, вӑл шартлама сивӗре ҫарамас выртнӑ кашни минутшӑн, нимӗҫ аттипе тапнине тӳсме тивнӗшӗн вӗсен ҫӗр хут тӳлемелле пулать.

Сто раз суждено им заплатить за каждую каплю его крови, за каждую минуту, что он пролежал нагой на морозе, за каждый пинок немецкого сапога.

II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Пӗлетӗр-и, юн вӗресе тӑрать, темӗн пӑшӑрханатӑн, пылак туйӑмра темӗнле асаплану пур пек туйӑнать, ҫавӑнпа, темӗнле ырӑ пулсан та, йывӑр ҫав, анчах ҫав минутшӑн пӗтӗм пурнӑҫа пама та юрать пулас, — пурнӑҫа паракансем те пур, Вера Павловна; апла пулсан, ырлӑх ӗнтӗ, анчах вӑл мар, пачах та вӑл мар.

То, знаете, кровь кипит, тревожно что-то, и в сладком чувстве есть как будто какое-то мученье, так что даже тяжело это, хотя нечего и говорить, какое это блаженство, что за такую минуту можно, кажется, жизнью пожертвовать, — да и жертвуют, Вера Павловна; значит, большое блаженство, а все не то, совсем не то.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех