Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

минутранах (тĕпĕ: минут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтмен ҫӗртен облаҫри комитетран телеграмма ҫитрӗ, ҫак минутранах канашлӑва тухса каймалла.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Темиҫе минутранах вӗсем сӑртлӑ вырӑнта, йывӑҫран тунӑ вӑрӑм ҫурт умӗнче тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Тӑхта, Егор Кузьмич, эп халех, тепӗр минутранах

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ машинӑна вун пилӗк минутранах каялла илсе пыма пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапах та виҫ-тӑватӑ минутранах вӑш-ваш сиксе тӑчӗ, чӳречерен пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Курак матки тек калаҫса тӑмарӗ, тӗпеле икӗ тӳшек (пӗрин ҫине теприне) сарчӗ те качака сӗтне пӗр курка ӗҫрӗ, вара вырӑн ҫине хӑпарса выртрӗ, пӗр-ик минутранах ҫывӑрса кайрӗ, хыттӑн харлаттарма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑна 15 минутранах сӳнтернӗ.

Он был потушен через 15 минут.

Ҫӗмӗрлере вӑрман ҫунма пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35693.html

Киле пӗр ултӑ-ҫичӗ минутранах ҫитрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Тепӗр минутранах пире ҫывӑрмалли икӗ пӳлӗмлӗ, тепӗр ӗҫлемелли пӳлӗмлӗ чаплӑ люкса вырнаҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Тепӗр темиҫе минутранах вӗри шыв пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Тепӗр темиҫе минутранах сӗтел ҫине пӗр кружка вӗри кофе пырса ларчӗ, ҫу сӗрнӗ ҫӑкӑр татӑкӗ тата темиҫе пирус пырса выртрӗ.

Спустя несколько минут кружка с горячим кофе, ломтики хлеба с маслом и несколько папирос были уже на столе.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Темиҫе минутранах мастерскоя канцеляринчен янӑ ҫын хашкаса пырса кӗчӗ:

Через несколько минут в мастерскую влетел посланец из канцелярии:

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйне унпа тӗлӗнмелле лайӑх та ырӑ пулни ҫинчен тата темиҫе минутранах иккӗшӗ пӗр-пӗринчен тӗрлӗ еннелле уйрӑлса каясси хӑйне хӑратни ҫинчен калас килчӗ…

Сказать, что ему сейчас удивительно хорошо и страшно, оттого что через несколько минут они выйдут на улицу и разойдутся в разные стороны…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тепӗр ик-виҫӗ минутранах пӗвӗпе Доруцӑран чылай ҫӳллӗ Урсэкие слесарнӑй мастерскоя именчӗклӗн килсе кӗчӗ.

И спустя две-три минуты Урсэкие — этакий верзила, на целую голову выше Доруцы, — застенчиво вошел в слесарную.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӑт пуканӗсем тытатпӑр та, — пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн планне, куҫӗсене йӑлкӑштарса, — тепӗр темиҫе минутранах кӗлет пирӗн пулать!

— Возьмем в руки кирки, — сверкая глазами, излагал он свой план, — и через несколько минут склад наш!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Икӗ черкке коньяк ӗҫнипе ҫан-ҫурӑмӗ лӗштӗр кайнӑ Захар Петрович диван ҫине выртнӑ-выртманах ыйхӑ пусса килнине туйрӗ, икӗ-виҫӗ минутранах вӑрӑммӑн сывла-сывла харлаттарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр темиҫе минутранах Петӗр хапхинчен таврара чапа тухнӑ урхамах ташласа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр минутранах Петӗрпе Ваҫлей каланӑ вырӑнсенче пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах Сахар вӗсемпе калаҫса та тӑмарӗ, тепӗр минутранах кил хуҫи пӳлӗмне кӗрсе те тӑчӗ, ҫивӗч хура куҫӗсене хуҫа ҫинчен сиктермесӗр, хӑй мӗншӗн килнине хӑюллӑн та уҫҫӑн пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ, вырӑнтан ирех тухнӑскер, малтан нимӗн те ӑнланмарӑм пулсан, халь кашни минутранах паракан хыпарсем мана пулса иртнӗ ӗҫсемпе йӑлтах паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех