Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

минутран (тĕпĕ: минут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗненетӗп, нумай фашистсем Российӑра пӗр минутран ытла та пурӑнайман…

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Тата темиҫе минутран тӑватӑ танк килни курӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Темиҫе минутран рубильнике ҫӗклетӗн те аппарат айӗнче йывӑҫ хӑмана е слон шӑммине кӑларса пӑхатӑн.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Салтакра туяннӑ «командирский» сехет ҫине кашни пилӗк минутран пӑхса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Саккӑрта, тепӗр пилӗк минутран, манӑн юлашки экзамен пуҫланмалла.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тепӗр пилӗк минутран сакӑр сехет ҫитет иккен!

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тепӗр ҫирӗм минутран вӗсем кас вӗҫӗнче кӗрт ӑшӗнчен сиксе тухрӗҫ те тӑршшӗпех юр ҫийӗн ҫуна йӗрӗпе утса тухса Курчи Вани кил хапхи умӗнчи кӗрт ҫинчен ансӑр сукмакпа анчӗҫ, вара лӑпланнӑ кӑмӑлпа пӗр пилӗк минут калаҫса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Тепӗр темиҫе минутран бригадир каллех ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Тӑватӑ-пилӗк минутран Алексей пычӗ те сӗмсӗрлӗхне пытармасӑр ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сывлӑшра ҫакӑнса тӑнӑн курӑнакан репродуктор калаҫма тытӑнчӗ, «Пилӗк минутран — производство канашлӑвӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тепӗр вунӑ минутран, иккӗшӗ те йӑл-йӑл кулкаласа, пӳрте кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Темиҫе минутран эпир мӗлке кӑшт айккинерех куҫса кайнине асӑрхарӑмӑр.

Через несколько минут мы заметили, что тень ушла немного в сторону.

Хӗвел тӑрӑх тӗп енсене эпир епле тупни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫурт кӗтессинчен пӑрӑнса иртсе, вӗсем темиҫе минутран тайгана пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тепӗр минутран вӑл ҫурӑмӗ хыҫне ҫакса янӑ брезент михӗпе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тепӗр вӑтӑр минутран Завьялов чи ҫывӑхри ҫурчӗпе танашрӗ, ун ҫине ыт ахальтен пек пӑхса илчӗ те… кӑшкӑрса ярасран аран тытса чарчӗ хӑйне хӑй.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Вунӑ минутран сирӗн патра пулатӑп, — тет Филонов, ыйтнине хирӗҫ ответ памасӑрах.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Малтан, пӗрремӗш хут тӗл пулсан, эпир унпа вунӑ минутран ытла калаҫман.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Сирӗн топливӑпа вӗҫсе хӑпарнӑ самолет старт хыҫҫӑн виҫӗ минутран сиксе ҫурӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пурӗ пӗр вунӑ минутран апата каймалла, сирӗншӗн ку ҫула май пулать…

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена вунӑ минутран пычӗ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех