Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

минутах (тĕпĕ: минут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Виҫӗ каҫ тӳснине, темиҫе минутах тӳсӗн ӗнтӗ, — паҫӑрхи пекех шӳтлеме тӑрӑшрӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗшӗлтетсе тӑнӑ кашни минутах ун хуҫин кун-ҫулне татма пултарнӑ.

Каждая минута промедления могла стать роковой для жизни его хозяина.

LXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Темрен шикленнӗ пек шуралнӑҫемӗн шуралса пырса, вӑл минутран минутах ҫӳлелле хӑпарать.

С каждой минутой она поднималась выше, заметно бледнея, словно пугаясь чего-то.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ман асӑмра ҫак кунхи кашни минутах пурӑнать!

Как запомнилась мне каждая минута этого дня!

Июнӗн ҫирӗм иккӗмӗшӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Усӑсӑр ирттернӗ кашни минутах вӗсене пӗтерме пултарать.

Каждая упущенная минута могла грозить им гибелью.

V. Ҫул вӗҫленчӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Эпӗ ахаль те кашни пушӑ минутах санпа пӗрле ирттеретӗп.

Я же и так провожу с тобой каждую свободную минуту.

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Пирӗн халӗ кашни минутах пӗр центнер тырӑ хакне ларать.

Нам сейчас каждая минута стоит центнера зерна.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак, хӑюсӑр шанчӑк та минутран минутах сӳнме пултарнине кӗтсе пурӑнни ӑна хӑратнӑ.

Мысль, что и эта робкая надежда с минуты на минуту может исчезнуть, страшила ее.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унӑн тата ҫӗр вӑтӑр ҫухрӑм каймалла, ҫавӑнпа та кашни минутах хаклӑ.

Лежал впереди путь в сто тридцать пять верст, и дорога́ была каждая минута.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хатӗрленме вӑхӑт сахал пирки кашни минутах хакламалла пулнӑ, ҫавӑнпа та пурне те ҫынсем ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ҫеҫ чӑтса ирттерме пултаракан хӑвӑртлӑхпа турӗҫ.

Времени для подготовки к атаке было мало, приходилось дорожить каждой минутой, и поэтому все делалось с той предельной напряженностью, какую выносят люди только в боевой обстановке.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юлашки резервсем киле-киле ҫитеҫҫӗ, минутран минутах вырӑссен ҫаврӑнӑҫ кайнӑ колонни тӑшман тылне пырса тухасса кӗтеҫҫӗ.

Подходят последние резервы, ждут с минуты на минуту появления в тылу неприятеля обходной русской колонны.

II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ачасем ӑна астуса пӑхасшӑн пулман, мӗншӗн тесен, кашни минутах питӗ хаклӑ чухне хӑйсем ҫакӑнта ларасси ҫинчен шухӑшласанах, вӗсене хӑрушшӑн туйӑнса кайнӑ: нимӗн пӗлмесӗр кирек те хӑш еннелле кайсан та, вӗсем ҫапах ӗнтӗ малалла кайнӑ.

Дети не хотели ей поддаваться: им было страшно даже подумать, как это они будут сидеть, когда надо дорожить каждой минутой.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех