Шырав
Шырав ĕçĕ:
микрофонлӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах ҫак тӗллевпе президиум суйланӑ та ӗнтӗ, тенӗ Сергей, унта авторитетлӑ та пурте хисеплекен ҫынсем кӗнӗ — вӗсен шутӗнче Сергейпе Кондратьев та пулнӑ; шӑпах ҫак тӗллевпе (ҫавӑн пекех тата лайӑхрах пултӑр тесе те) президиум умне, анчах сцена ҫине мар, зала, шӑпах варрине, микрофонлӑ трибуна тата икӗ пӗчӗк сӗтел лартнӑ, ҫав сӗтел хушшине стенографисткӑсем, хӑйсен илемлӗ ҫӳҫӗсене якаткаласа, пӗр-пӗрне черетӗн-черетӗн улӑштарса, кӗре-кӗре лараҫҫҫӗ; вӑхӑта сая ярас мар тесех конференци ӗҫлемелли йӗркене тӗплӗн туса ҫирӗплетнӗ; ҫав йӗркере трибуна ҫинчен миҫе минут каламаллине, кӗске перерывсем хӑҫан пулмаллине тата вӑрӑм перерывсем — апат ҫимеллисем — хӑҫан пулассине тӗплӗн палӑртса панӑ; пӗр сӑмахпа каласан, кунта кашни минута ҫирӗп шута илнӗ.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Мӗн тӑван эс кунта? — ыйтрӗ микрофонлӑ ҫын, унтан тӑна кӗчӗ пулас та микрофонне сӳнтерчӗ, пуҫӗ ҫинчен ялтӑртатса тӑракан шлемне тата маскине хыврӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Страницăсем:
- 1