Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мелсем (тĕпĕ: мел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Отрасле кӳрекен пулӑшу майӗсене сыхласа хӑвармалла кӑна мар, ҫавӑн пекех общественноҫпа анлӑн сӳтсе явса халь вӑйра тӑраканнисене тӳрлетӳсем кӗртмелле тата ҫӗнӗ мелсем палӑртса хӑвармалла, вӗсем агропромышленноҫ комплексне малалла тивӗҫлӗн аталантарма май парӗҫ.

Нужно не просто сохранять меры поддержки отрасли, но и с учетом результатов широкого обсуждения с общественностью корректировать действующие и предусматривать новые механизмы, которые позволят придать импульс дальнейшему развитию АПК.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Астӑватӑп: вӑл мана хӑйӗн машинипе Шупашкарӑн Ҫӗнӗ кӑнтӑр районне леҫсе янӑ чух укҫа ӗҫлесе илес мелсем пирки чылай каласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Фестиваль пӗтӗм тӗнчери шеф-поварсене пуҫтарать, вӗсем хӑйсен ноу-хаупа вырӑнти ҫамрӑк поварсене Мадейрӑри йӑлана кӗнӗ апат-ҫимӗҫӗнчен рецептсем хатӗрлеме вӗрентеҫҫӗ, ҫав шутра мадерӑран, пулӑран тата ытти ҫимӗҫрен пӗҫермелли мелсем шутласа кӑлараҫҫӗ.

Фестиваль собирает шеф-поваров со всего мира на остров, передающих своё ноу-хау местным молодым поварам при создании новых рецептов с использованием традиционных продуктов Мадейры, таких как мадера, рыба и другие продукты.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Ҫак кунсенче эпир патшалӑх ҫамрӑксен политики енӗпе тӗллевлӗ программа ҫирӗплететпӗр, унта ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пулӑшмалли ҫавнашкал мелсем хывнӑ та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Чирлӗ ҫыннӑн сывлӑхӗ малашне мӗнле пуласси вӑл тӗрлӗ анализсене тӗплӗ, вӑхӑтлӑ тума пултарнинчен нумай килет, тухтӑрсене те сыватмалли тӗрӗс мелсем тупма май парать.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Тахҫанхи мелсем унчченхи ыйтусене татса пама каймӗҫ.

Проверенные методы решения будут неэффективны для решения старых проблем.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тренькка ялӗнчи 3 ҫухрӑм та 700 метрпа танлашакан пӑрӑхсем вара нумай ачаллӑ ҫемьесем валли уйӑрнӑ 147 лаптӑкра ҫуртсем ҫӗклесе хута яма лайӑх мелсем туса парӗҫ.

А трубы в деревне Тренькино, длиной 3 км и 700 метров, создадут хорошие условия для строительства и эксплуатации домов на площади 147 кв. метров, предназначенном для многодетных семей.

Муркаш тӑрӑхӗнчи 2 яла кӑвак ҫулӑм ҫитӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61129

Паллах, ҫак аталанура кашни чӗлхе чи малтан хӑйӗн шалти мелӗсемпе усӑ курма тӑрӑшать, ҫав мелсем ҫителӗксӗр чухне вӗсене урӑх чӗлхесенчен илет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Патриотсем, чӑннипех пикенчӗклӗ ӗҫлес, халӑха кирлӗ продукцисем туса кӑларас текенсем вара яланах ӗҫре ҫӗнӗ мелсем, хурӑмсем, ресурссем шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Куҫ пӑвни (гипноз), ӑс-тӑна минретмелли, тӑнтанлатмалли ытти хӑш-пӗр мелсем ҫинчен вара вӑл хӑйӗн пӗлӗвне тӗрлӗ пӗлӳ «ҫӑлкуҫӗсенче» вуласа та тарӑнлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Учительница Агафья Павловна, тулли ӳтлӗ, ҫырӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, кӗлеткине ҫӑт ҫыпӑҫса тӑракан тӗксӗм кӑвак платье, урине хура туфли тӑхӑннӑскер, ӑшӑ кулӑпа ҫиҫкелесе, чи малтанах хӑйӗнпе паллаштарчӗ, унтан кашни ачапа уйрӑммӑн, ятран чӗнсе паллашрӗ, вӗсен тумтирне, хут-кӑранташне тӗрӗслесе тухрӗ, вӗсене парттӑ хушшинче кӗлеткене кирлӗ пек тытса ларма вӗрентрӗ, пӗлӳ пухмалли ӗҫсемпе мелсем ҫинчен ӑнлантарса пачӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аграрисене паракан пулӑшу майӗсене сыхласа хӑвармалла тесе шутлатӑп тата Чӑваш Ен Правительствин отрасле мала иртме май паракан ҫӗнӗ мелсем туса хатӗрлемелле.

Считаю необходимым сохранить меры поддержки наших аграриев и Правительству Чувашии – разработать новые механизмы, которые позволят дать импульс прорывному развитию отрасли.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑл никӗсри принципсем, тӗллевсемпе задачӑсем тата приоритетлӑ ҫул-йӗрсемпе мелсем ҫине ЕЗО ыйтӑвӗсене тӗпе хурса хакламалли тытӑм.

Это система взглядов на базовые принципы, цели и задачи, приоритетные направления и механизмы в контексте ESG-повестки.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу памалли тата тепӗр анлӑн сӳтсе явакан мая та - ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса парассине - тухӑҫлӑрах ӗҫлеттермелли мелсем туса хатӗрлемелле.

Надо выработать новые подходы и к другой широко обсуждаемой мере поддержки многодетных семей – предоставлению земельных участков.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Революци ҫӗнтерӗвӗшӗн пур мелсем те (ҫав шутра тӑван ывӑлне укҫалла саклата хывни те) юрӑхлӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Укҫа тумалли ҫӗнӗ мелсем тупӑнӗҫ.

В финансовой сфере у вас откроются новые горизонты.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ялта пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантармалли, ял ҫыннисене патшалӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшмалли тӗрлӗ мелсем тӑтӑшах вӑя кӗрсе пыраҫҫӗ, ҫӗнелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме ӳркенменнисем малашлӑх енне хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9374-grantse ... 27-05-2022

Пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантармалли, ялта ӗҫлесе пурӑнакансене патшалӑх енчен пулӑшмалли тӗрлӗ мелсем вӑя кӗрсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Ялта пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантармалли, ял ҫыннисене патшалӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшмалли тӗрлӗ мелсем тӑтӑшах вӑя кӗрсе пыраҫҫӗ, ҫӗнелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Ӑнӑҫу ҫӗнсе илес тесен Шывтӑкансен иккӗленмелле мар, кун вырӑнне лару-тӑруран тухмалли урӑх мелсем шырӑр.

Чтобы добиться успеха в жизни и удержать его рядом, Водолеям не стоит задавать вопросы «как?» и «почему?»

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех