Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ, ун тӗлӗнчех маччари пӗртен пӗр ҫӑка хӑма.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Маччари тӗнӗ шӑтӑкӗнчен сӗтел ҫине ҫутӑ ӳкет.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Маччана шӗвӗр тӑрӑллӑ эрешсемпе капӑрлатнӑ; маччари савӑл евӗрлӗ путӑксен варринче йӑлтӑртатакан лампӑсем хӗрлӗ пӑхӑр харшасенче.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Маччари пӑтаран типсе кушӑрханӑ темиҫе калтапа ҫара ҫерҫи ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.С потолка спускалось несколько высохших ящериц и летучих мышей.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Эпӗ гамак ӑшӗнчен аран-аран тухкаларӑм та, ещӗке уҫӑ сывлӑш кӗртес тесе, маччари пӗчӗк алӑка тӗксе уҫрӑм: уҫӑ сывлӑш ҫитменнипе эпӗ антӑха пуҫларӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вучахри кӑвайт майӗпенех ҫунса пӗтрӗ, тӑрпа вырӑнне тунӑ маччари шӑтӑкран тӗтӗм те тухса пӗтрӗ, кӗҫех эпир те ҫывӑрса кайнӑ.
III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Вӑл пайӑркасем ҫаврака маччари ҫаврака чӳречерен кӗрсе сарӑлса тӑнӑ.
Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Пушар ҫути ҫапман-и тесе, хуҫа мана мачча ҫине улӑхса пӑхма ячӗ, эпӗ чупрӑм, маччари чӳрече витӗр крыша ҫине тухса пӑхрӑм, — пушар ҫути курӑнмастчӗ, лӑпкӑ сивӗ сывлӑшра чан сасси васкамасӑр мӗкӗрсе тӑратчӗ; хула ыйхӑласа ҫӗр ҫумнелле тӗршӗннӗ; юра кӑчӑртаттарса тӗттӗмре курӑнман ҫынсем чупатчӗҫ, ҫуна тупанӗн сассийӗсем илтӗнетчӗҫ, чан сасси те хӑрушӑраххӑн янӑрататчӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑ мана хӑйӗн чӑнлӑхӗпе тӗлӗнтерсе ячӗ — эпӗ маччари чӳрече умне тӑрса, малалла вулама пуҫларӑм та хам шӑничченех вуларӑм, каҫпа вара, хуҫасем ҫӗрлехи кӗлле кайсассӑн, кӗнекене кухняна илсе антӑм та, кӗрхи ҫулҫӑсем пек туйӑнакан, сарӑрах тӗслӗ, кивӗ страницӑсем ӑшне путсах карӑм; вӗсем мана эпӗ хӑнӑхса ҫитнӗ ҫынсем пек мар ыр геройсене, шутсӑр усал тӑвакан ҫынсене кӑтартса, ҫӑмӑллӑнах мана урӑхла пурнӑҫалла, ҫӗнӗ ятсемпе ҫӗнӗлле шайсем патнелле илсе каятчӗҫ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
…Шупка чей хутӗнчен касса кӑларнӑ шӑтӑкласемпе, тӑхлан хутсемпе, йывӑҫ ҫулҫисемпе тата темӗскерсемпе те маччари папкасене эрешлесе, эпӗ, калмӑксем ҫул ҫинче юрланӑ пек, хама мӗн аса килнӗ — пурне те чиркӳ юрри кӗввисемпе юрласа лараттӑм:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах усал хӗл тӑрать, ҫӗрлесерен ҫил-тӑмансем улаҫҫӗ, маччара ҫил ҫӳрет, сивӗ хӗссе лартнипе маччари папкасем шартлатаҫҫӗ — ӑҫта тухса тарӑн?
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Параднӑй крыльца та сывлӑшалла, иккӗмӗш хучӗ тӗлнелле ҫӗкленсе кайнӑ, карнизӗ крыша варрине килсе тӑнӑ, маччари чӳрече труба ҫине хӑпарса ларнӑ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чӑптаҫӑ арӑмӗ пӗчӗк пӳрт пек туйӑнать, кӑкӑрӗ унӑн крыльца евӗрлӗ малалла тухса тӑрать; симӗс тутӑр ҫыхса картласа илнӗ хӗрлӗ питне пӑхсан, маччари чӳрече аса килет, хӗвел ҫутти ҫапнӑ чухне ҫав чӳрече мӗнле туйӑнать, ҫавӑн пекех туйӑнать ун пичӗ те.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
… Черныш пысӑк ҫуртӑн чердакӗ ҫинче тӑрать, маччари чӳрече витӗр тӑшмана сӑнать.Черныш стоял на чердаке высокого дома и вел наблюдение через слуховое окно.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Алёнка шкап патне пырса кӗлетке еннелле аллине тӑсрӗ те, тӗлӗнтермӗш япала пулса тӑчӗ — экспонат чӗрӗлчӗ; пуҫне ҫавӑркалать, ҫунаттисемпе ҫапать, хура пӗлӗт пек тусан кӑларса, маччари пысӑк хушӑкран вӗҫсе тухса кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Вӑл алӑк тӑрӑх хӑпаратчӗ; пӗр урипе сак ҫине, тепринпе алӑк хӑлӑпӗ ҫине пусатчӗ, унтан алӑк тӑррине пусатчӗ, вара аллисемпе маччари шӑтӑк хӗрринчен ярса тытатчӗ те аллипе ҫӳлелле туртӑнса хӑпаратчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унтан вӑл маччари тӑватӑ кӗтеслӗ мӑрье валли хӑварнӑ шӑтӑк патне пычӗ.Тогда он подошел к черному четырехугольному отверстию в потолке сруба.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Сана та пулӑшар мар-и? — пӗр-пӗринчен ӑмӑртса ыйтрӗҫ вӗсем амӑшӗнчен; амӑшӗ ҫенӗх урайне ҫӑватчӗ, маччари эрешме каррисене шӑлса тасататчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ял Совет канцелярине халӑх пухӑнса ҫитсен, тахӑшӗ маччари лампӑна вутсыппипе ҫапса аркатнӑ, тӗттӗмре сасартӑк темиҫе сасӑ пӗр харӑс кӑшкӑрса янӑ:
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ун ӑшне алӑкран мар, маччари шӑтӑкран кӗнӗ.
IX. Тӗттӗм кӗтесри Бастили // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
- 1
- 2