Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маччана (тĕпĕ: мачча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла темиҫе самант хушши тӑтӑм эпӗ пӗтӗм стенана урайӗнчен пуҫласа маччана ҫитиех хупӑрласа тӑракан тӗкӗр умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Мӗнлерех ӳссе кайнӑ эсӗ, палламалла та мар! — тесе мана ҫӳлелле — маччана ҫити ҫӗклерӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Куҫлӑ-куҫлӑ хыр-чӑрӑш хӑмаллӑ маччана тинкерчӗ, аса илӗве путрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӗри ҫӗрулми пӑсӗ маччана ҫити ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Тӳшек ӳсет, минтер маччана ҫитет — ҫапла майпа йӑмраллӑсем ҫемьери ҫителӗклӗ пурнӑҫа кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вите, маччана ҫакнӑ икӗ хунара пула вӑйсӑр ҫутӑлнӑскер, чӗнмен хӑнана шӑк, тислӗк, улӑм шӑршипе, канӑҫлӑ ӑшӑпа кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урайӗнчен пуҫласа маччана ҫитиччен.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах та кунта, натурально курӑнтӑр тесе, стенасене, урайсене тата маччана ятарласа пӗтӗмпех хӑйӑртан тӑвакансем те пур.

Однако есть тут и жилища, которые специально делают вида «а ля натюрель» – стены, пол и потолок полностью из песчаника.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Нумаях пулмасть, «Культура» наци проекчӗн шайӗнче, клуб ҫуртӗнче тӗп юсав тунӑ – ҫурт фасадне ҫӗнетнӗ, ҫурт тӑррине, урайне, чӳречисене, маччана, алӑксене улӑштарнӑ.

Недавно, в рамках нацпроекта «Культура», в здании клуба сделали капитальный ремонт – был обновлен фасад здания, заменены кровля, полы, окна, потолок и двери.

Пушкӑрт ялӗнче реноваци хыҫҫӑн Культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-3421524

«Шкултан вӗренсе тухни миҫе ҫул-ши?» — маччана пӑхса выртнӑ май шутлама пуҫларӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Шкултан таврӑнсан вӑрах выртрӗ диван ҫинче маччана пӑхса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫичӗ каҫ ҫывӑрман Унтрей, ҫичӗ каҫ маччана хӑпартмалли хӗсӗк пусма ҫинче чӗрӗп пек хутланса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Астӑватӑр-и, хӑҫан та пулсан машина туянӑпӑр-ха тесен, маччана тивес пек сикеттӗр, астӑватӑр-и ҫавна?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӗрӗн-кунӗнех маччана чуптуса выртаттӑм.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юрать…» — ҫапла татах тем ӳппӗн-тӗппӗн, упи-супи, арӑш-пирӗш лӑрласа, суйлашса, ӑнӑш-тӗнӗшленсе выртрӗ Павӑл ҫавӑрса пӑрахнӑ, саланчӑк куҫӗпе маччана тӗлли-паллисӗр тӗллесе.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Е маччана пӑхса вырт.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Хор юрлама чарӑнсан, аслӑ та ҫӳллӗ чиркӳре ытарма ҫук таса, илемлӗ сасӑ, пӗччен ача сасси, янӑраса кайрӗ; ян сас кашни кӗтесе кӗрсе тухса, мӗн пур эреше, турӑша, стенасене, ҫӳллӗ маччана ҫапӑнса саланчӗ, кашни ҫын чӗринче чи ачаш, чи ҫепӗҫ туйӑмлӑ хӗлӗхсене хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Маччана халиччен хӑпарман ҫын хӑпарсан, сӑмсана тӳрех кӑвакарма пуҫланӑ кивӗ утӑпа куҫа курӑнман тусан шӑрши ҫапать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Анчах куҫне уҫса маччана курсан, пӳртре выртнине пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗри сывлӑш, маччана ҫапӑнса, урайне явӑнса анчӗ, Уҫкана ӑшалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех