Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

математикӑна (тĕпĕ: математика) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Математикӑна лайӑх пӗлетӗн вӗт эсӗ? — терӗ пӗр ирхине йӑмра айӗнче пит ҫуса тӑракан Лена.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫивчӗ ӑс-тӑнлӑскер, математикӑна лайӑх пӗлекенскер, Санькка колхоз правленийӗнче улшӑнми счетовод.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Артиллеристсем математикӑна питӗ ӑста пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Физикӑпа математикӑна юратнисӗр пуҫне шахматла выляма ӑста.

Куҫарса пулӑш

Ҫын пуласси // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 17 с.

Ӑна математикӑна вӗрентес тӗлӗшпе те ӗҫ япӑх пулнӑ: ӑна вӗрентекен учительсен математикӑн чи ансат теоремисене ӑнлантарса парас тӗлӗшпе те пайтах вӑй хумалла пулнӑ.

Так же обстояло дело и с математикой: наставники лишь с большим трудом могли научить его доказывать простейшие математические теоремы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Математикӑна пӗлни мана вӗсен калаҫӑвне ӑнланас ӗҫре нумай пулӑшрӗ.

Мои математические познания оказали мне большую услугу при изучении их разговорного языка.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Математикӑна кунта ӗҫре усӑ курасшӑн вӗренеҫҫӗ.

Математика имеет здесь чисто практический характер.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кунта морале, историе, поэзие Тата математикӑна анчах вӗренеҫҫӗ.

Здесь изучают только мораль, историю, поэзию и математику.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Король пӗтӗм патшалӑхӗнче чи чаплӑ ученӑй тесе шутланать, вӑл философие, уйрӑмах математикӑна лайӑх вӗреннӗ.

Король был одним из самых ученых людей во всем государстве и получил отличное философское и особенно математическое образование.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Атте мана сайра хутра ярса тӑракан укҫана эпӗ тинӗсре ҫӳресси ҫинчен вӗрентекен наукӑпа математикӑна вӗреннӗ ҫӗре тӑкакласа пӗтереттӗм.

Все деньги, какие изредка присылал мне отец, я тратил на изучение навигации и других отраслей математики.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах Кутузов уйрӑмӑнах математикӑна питӗ юратнӑ.

Но особенно пристрастился Кутузов к математике.

I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Тата пӗр ҫирӗм ҫултан христиансен ахӑрса кайнӑ ушкӑнӗ авалхи тӗлӗнмелле ҫынсенчен пӗрне — тӗнчере астрономипе математикӑна чи малтан вӗрентекен хӗрарӑма — Ипатие асаплантарса вӗлернӗ.

А еще через два десятка лет свирепая толпа христиан растерзала одну из самых замечательных женщин древности — Ипатию, первую в мире учительницу астрономии и математики.

Птолемей ҫут тӗнче ҫинчен вӗрентни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

— Виктор математикӑна начар мар пӗлет, — типпӗн хуравлать Анна Николаевна, Антонов пек ҫӑмӑллӑн калаҫма тӑрӑшмасӑр.

— Виктор неплохо знает математику, — отвечает Анна Николаевна сухо, не в тон Антонову.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Кӗскен каласан, Мила ҫине пӑхнӑ чух, вӑл математикӑна пӗлнипе пӗлменни ҫинчен, шпаргалкӑпа усӑ курнипе курманни ҫинчен час-часах пӗрре те шухӑшламастӑн.

Одним словом, когда смотришь на Милочку, очень часто не думаешь о том, знает или не знает она математику, списывает или не списывает она задачи.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Вӑл пурне те юрататчӗ: пӗлӗте, шахмата, Днепра, химие, ҫӑлтӑрсене, шкула, юлташӗсене, географие, тӑван киле, чечексене, футбол пӳскине, кӗнекесене тата кинона, историе тата математикӑна, ачасемпе тӑрмашма тата тӗл пеме, выльӑх-чӗрлӗхсене, пулӑсене, кайӑксене тата хӑйӗн аллинчи кӗреҫепе мӑлатука — пурне те юрататчӗ.

Он любил всё: небо, шахматы, Днепр, химию, звёзды, школу, товарищей, географию, родной дом, цветы и футбольный мяч, книги и кино, историю и математику, возню с ребятами и стрельбу в цель, животных, рыб, птиц, лопату и молоток в своих руках…

Тӑван ҫӗршыв // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Эсир математикӑна вӗренме пултараймастӑр…

— У вас нет никаких способностей к математике.

Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Эпӗ математикӑна яланах курайманнине пӗлместӗн-им вара эсӗ?

— Если помнишь, я всегда ненавидел математику.

37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Наука тӗлӗшпе те унӑн ҫавнашкалах пулса пырать; сахал вӗренсех, ҫырса пымасӑрах, вӑл математикӑна питӗ чаплӑ пӗлет, профессора такӑнтаратӑп тенипе пӗртте мухтанмасть, ӑна хӑй итлекен лекцисенче пули-пулми япаласем нумай пек туйӑнать, анчах.

В отношении науки было то же самое: занимаясь мало, не записывая, он знал математику превосходно и не хвастался, говоря, что собьет профессора.

ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл математикӑна лайӑх пӗлетчӗ, уҫӑмлӑн калаҫатчӗ, ҫавӑнпа ыйтӑва питӗ лайӑх ӑнлантарчӗ те, ӑна халичченех астуса тӑратӑп.

Так как математику он знал хорошо и говорил ясно, он так славно прошел со мной вопрос, что до сих пор я его помню.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

XVIII ӗмӗрте философи ыйтӑвӗсемпе тата хитре калаҫасси тӗлӗшпе Францире ҫырса кӑларнӑ лайӑх япаласене пурне те вуласа тухнӑ вӑл, француз литературин мӗнпур лайӑх произведенийӗсене тӗплен пӗлсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа час-часах Расин, Корнель, Боало, Мольер, Монтень, Фенелон ҫырнисенчен цитатӑсем илсе калама пултарнӑ, ҫакна тума юратнӑ та; вӑл мифологие питӗ лайӑх пӗлнӗ, эпосла поэзин французла куҫарнӑ авалхи палӑкӗсене вӗренни уншӑн усӑллӑ пулнӑ, историпе Сегюр ҫырнисенчен ҫителӗклӗ пӗлӳ илнӗ; анчах математикӑна та (арифметикӑна кӑна кӑштах чухлакаланӑ вӑл); физикӑна та, хальхи литературӑна та пачах пӗлмен: калаҫура вӑл сӑпайлӑн шарламасӑр юлма е Гете, Шиллер тата Байрон ҫинчен темиҫе пӗтӗмӗшле сӑмахсем калама пултарать, анчах хӑй нихҫан та вуламан вӗсене.

Он прочел все, что было написано во Франции замечательного по части философии и красноречия в XVIII веке, основательно знал все лучшие произведения французской литературы, так что мог и любил часто цитировать места из Расина, Корнеля, Боало, Мольера, Монтеня, Фенелона; имел блестящие познания в мифологии и с пользой изучал, во французских переводах, древние памятники эпической поэзии, имел достаточные познания в истории, почерпнутые им из Сегюра; но не имел никакого понятия ни о математике, дальше арифметики, ни о физике, ни о современной литературе: он мог в разговоре прилично умолчать или сказать несколько общих фраз о Гете, Шиллере и Байроне, но никогда не читал их.

XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех