Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маннӑскере (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Егор Кондратьевич! Эпир сана, авланма маннӑскере, кӑшт пулӑшас терӗмӗр. Малашне типтерлӗрех пурӑнма тӑрӑш. Унсӑрӑн тепрехинче килсен, тата лайӑхрах тасатса хӑварӑпӑр. Хӑвӑн пӳртӳ иккенне те палласа илеймӗн. Санӑн пулас арӑму», — тесе ҫырса хӑварчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Э-э-э, ҫав пӗтме маннӑскере, — терӗ, — мӗн тери ырӑ ҫынна пӑснӑ та.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑсӑк ҫанталӑк иртессе кӗтмешкӗн эпӗ хуҫисем пӑрахса кайнӑран юхӑннӑ ҫак пӳрте кӗтӗм те — ӑна, ҫухалма-пытанма маннӑскере, куртӑм.

Я вошел в этот заброшенный дом переждать непогоду и увидел его, забывшего, что надо исчезнуть…

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Ирхине, тахӑш вӑхӑтра вӑранса кайнӑскер (тукмакне хӑпартманнипе, стена сехечӗ те чарӑнса ларнӑ иккен), Матви хӑй куҫӗ умӗнчине хӑй ӗненмест: сӗтел варринче, сӑмсана кӑтӑкласа, ирхи апат пӑсланса ларать, хуралма ӗлкӗрнӗ кӗпине унӑнне ҫуса-утюгласа, кравать пуҫӗнчи тенкел хыҫне ҫакса хунӑ, ботинкине те пулин, лапраллӑ ботинкине, ҫӗркаҫ тасатса хума маннӑскере, йӑлтӑркка пуличченех кремлеме ӑс ҫитернӗ вӗт-хӑ апӑрша хӗрӗ.

Утром, проснувшись неизвестно в какое время (из-за того, что не потянули завод, настенные часы остановились), Матвей не поверил своим глазам: посреди стола, стоял завтрак, и пар щекотал нос, а его почерневшая рубаха была выстирана и проглажена, висела за скамейкой на изголовье кровати, даже ботинки, потертые ботинки, которые забыл почистить на ночь, умудрилась бедная девушка начистить до блеска.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех