Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маннӑ (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арӑмӗ ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе парне илме те маннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Тӳрех калама намӑс пулин те, санран пытармӑп: хам вӗрентнӗ ачасене эпӗ нихӑҫан та аса илмен, эпӗ вӗсен хушамачӗсене те, ячӗсене те, сӑнӗсене те тахҫанах маннӑ

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тилли пек чӑвашсем, пурнӑҫ тем пек йывӑр пулсан та, вилме маннӑ ватӑсен ҫулне ҫитиччен пурӑнма ӗмӗтленнӗ, «пурӑнар-ха пурнӑҫа…» тесе юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тиллин сӑнӗ те, ӑсӗ те пур, чи кирли — унӑн тӳсӗмлӗх пур, тӳсӗмлӗхе пула вӑл «вилме маннӑ» ватӑ ҫулне ҫитиччен пурӑнать, ҫапах та чӑваш ятне ҫӗртмест.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

— Час маннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тен, вӑл ӗлӗкхине йӑлтах маннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Икӗ кун каярах ыйткаласа ҫӳрекене таптанине маннӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Крючниксен шавлӑ ушкӑнӗнче пурӑнса йывӑр ҫухатусене те маннӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кил-йыш кӑмӑлӗ пулмасан е камӑн та пулин каласа парас килмесен вара «асаилӳ музейӗн» пулӑмӗсем е экспоначӗсем уҫӑлтарма маннӑ сывлӑшра тусанпа хупланса кичеммӗн пӑнтӑхса лараҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Вӗсем сӳнтерме маннӑ лампочка айӗнче чарӑнчӗҫ те хӑвӑртран та хӑвӑртрах каякан пуйӑса кӑмӑлсӑррӑн ӑсатса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Мишша шӑлавар кӗсйинче махорка шырама пуҫлать — вӑл пуш-пушах, те илме маннӑ, те ӗҫленӗ чух тӑкӑнса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

— Ҫитменнине тата васканипе кашӑк-чашӑк та илме маннӑ: апат ҫиме тӑрсан алӑсӑр пекех…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Мӗншӗнне хӑйсем те тахҫанах маннӑ.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Маннӑ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Хӗлӗх Хӗлимунӗ юман медаль ҫакса намӑсланнӑ хыҫҫӑн кӑштах тӳрленчӗ темелле, ҫапах та сӑра-эрехе маннӑ теме ҫук-ха ӑна.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйне пулӑшнине маннӑ.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Чипер калаҫ-ха, Ҫтаппан, эп ӑна тахҫанах маннӑ, — хыпӑнса ӳкрӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку сӑмаха та ҫийӗнчех маннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Тӑвара маннӑ…» — йӑлӑхтармӑш шухӑш явӑнчӗ унӑн пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юрӑ сӑмаххисене маннӑ пулин те, ҫеммине паянхилле астӑвать.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех