Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манмӑн (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тарӑн та яр-уҫӑ тӗрӗслӗхсем ҫинчен каланӑ чух вӑл ҫакна хушса калама нихҫан та манмӑн: ҫавӑн пиркиех Платон турра геометр тенӗ, Ньютон турӑ ятне асӑннӑ чух шлепкине хывнӑ, тесе хунӑ.

При развитии этих глубоких и ясных истин он никогда не забывал прибавить, что поэтому Платон и называл бога геометром, а Ньютон снимал шляпу, когда произносил имя божье.

IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Ҫынсем савӑнса йӗнине, кӑшкӑрнине, пӗр-пӗрне ытамланине, кӑвак сухаллӑ стариксем, ун умӗнче ҫӗлӗкӗсене хывса, аллине тыта-тыта чӑмӑртанине вилсен те манмӑн.

Будет умирать — не забудет, как кричали и плакали от радости люди, обнимали друг друга, как седобородые старики сдергивали перед ним шапки и трясли его руки.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ акӑ Коробин ӑна кӑшкӑрса тӑкать те пӗрре, ӗмӗрне те манмӑн».

Сейчас он его так осадит, что этот младенец будет помнить всю жизнь».

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Пеместӗп, — терӗ Силвио, — ман кӑмӑл тулчӗ: эпӗ эсӗ хӑранине куртӑм, сана хама пертертӗм. Мана ку ҫитет. Мана халь ӗнтӗ манмӑн. Малашне ху пӗлнӗ пек пурӑн».

«Не буду, — отвечал Сильвио, — я доволен: я видел твое смятение, твою робость, я заставил тебя выстрелить по мне, с меня довольно. Будешь меня помнить. Предаю тебя твоей совести».

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех