Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манмашкӑн (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мая килтереймесен — манмашкӑн мӗн пур вӑйна хур».

И если не можешь, то употреби все усилия, чтобы забыть».

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Иртсе кайнине — телее, хӗн-хура — Нихҫан юрамасть-ҫке манмашкӑн.

Ни радости прошлой, ни счастья, ни мук Предать мы забвенью не в силе.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Тарчӗ ирӗке курмашкӑн, Сывламашкӑн ирӗкре, Асапне-тертне манмашкӑн Тарчӗ пӑчӑх тӗрмерен.

Из тюрьмы, из заточения, Чтобы волю повидать, Позабыть свои мучения, Вольной грудью подышать.

Кустӑрмаллӑ тӗрме // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Тухтӑр сасси ҫилленнӗ чухнехи пекрех тухать, вӑл нимӗн те манманни паллах-ха, манмашкӑн та ҫӑмӑл мар ӑна, чӗрине тӑрӑнтарнӑ инкек ытлашши те йывӑр.

В голосе доктора звучало раздражение; он, конечно, ничего не забыл, да и нелегко ему было забыть; удар, нанесенный его сердцу или самолюбию, был слишком тяжел.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫаксем пурте чӗре ҫумӗнчех: йывӑр вӗсене манмашкӑн!..

Это все приросло к сердцу: больно отрывать!..

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хамӑн йӑмӑксене, Любӑпа Верӑна, аттепе аннене ҫемьери ҫухату ҫинчен манмашкӑн пулӑшма ыйтатӑп.

Моих сестер, Либу и Веру, прошу своими песнями помочь отцу и матери забыть об утрате в нашей семье.

Манӑн халал // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех