Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манасшӑн (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пычӗҫ Йӗршшӳ ҫинчен Уламаспа Патирек Ӗлӗкхине манасшӑн астумаҫҫӗ — пулман пек: Ертсе пычӗҫ хайсемпе темиҫе ял чухӑнне, Ӗлӗк Урха мулӗшӗн тара хӗрсе пиҫнипе.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Эсӗ вӑхӑтсӑр килтӗн, Шигалей Шейх Аулиярович, тем тесен те пире систермесӗр килмелле марччӗ, — аслӑ князь хушнӑ ӗҫсене пӗр самантлӑха та манасшӑн пулмарӗ окольничий.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун чухне вӑл чӑннипех Тоньӑна манасшӑн пулнӑччӗ, мӑшӑрланас шухӑша сирсе ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗр шухӑшласшӑн пулман, йутетнӗ шухӑшӗсене пуҫӗнчен хӑваласа кӑларса, йӑлтах манасшӑн пулнӑ.

Она силилась не думать, забыть, старалась прогнать от себя назойливые мысли.

VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Анчах эпӗ ун ҫинчен манасшӑн марччӗ, маншӑн пурӑнӑҫра пулман пеккине курни хаклӑччӗ, манӑн ун пек пулма пултарнине, ун пек пулнине пӗлмеллеччӗ.

А я не хотел забыть об этом, мне было дорого необыкновенное, мне нужно было знать, что оно возможно, существует.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Акӑ Зафар пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗрет, вӑл хӑй шухӑшӗнчен хӑй те хӑрать, ӑна ҫийӗнчех манасшӑн вӑл, каярахпа каллех ҫавӑн ҫинчен шухӑшлать, ҫак шухӑш унӑн ӑс-тӑнӗнче ҫирӗпленсех ларать.

И вот в голове Зафара рождается мысль, которой он сначала боится и гонит ее прочь, но потом снова возвращается к ней, и она начинает укрепляться в его сознании.

Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вал, тӑванӗсем хӑйне мӗнле ӑсатни ҫинчен хӑвӑртрах манасшӑн пулнӑ пек, васкаса утнӑ.

Шагал быстро, как бы торопясь поскорее уйти от воспоминаний о том, как родные провожали его.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Урӑхран вӑл кӗтӳ енне те пӑхмарӗ, ӗни ҫинчен те манасшӑн пулчӗ.

Он отвернулся от стада, отогнал мысли о корове.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эсир Александра Ивановнӑна манасшӑн пултӑр, мӗншӗн тесен ӑна хӑвӑр ҫумра илентерме шел сире…

Вы хотели забыть Александру Ивановну, потому что вам жалко ее брать в свою жизнь…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Вӑл хула ҫинчен манасшӑн пулнӑ.

Он старался забыть о городе.

X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Анчах Полозова г-жаран хӑй ытла та кӗлмӗҫленсе ыйтнӑ, ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ, хӑйӗн чуралӑхӗ пуҫланнӑ минут патне ҫитсен, Санин хӑй аса илнӗ сӑнарсене манасшӑн пулчӗ, унӑн урӑх аса илес килмерӗ.

Но, дойдя до той минуты, когда он с таким унизительным молением обратился к г-же Полозовой, когда он отдался ей под ноги, когда началось его рабство, — он отвернулся от вызванных им образов, он не захотел более вспомивать.

XLIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Пурте ҫывӑрса кайса ывӑннипе хуйхӑ ҫинчен манасшӑн.

Все искали во сне забвения от усталости и уныния.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эсӗ пур, хӑвна мӗне вӗрентнине манасшӑн мар тӑрӑшатӑн, унта, пӑхатӑн та, — ку пӗтӗмпех суя иккен, йӗркеллӗ ҫынсем ун пек пули-пулмипе текех ӗҫлемеҫҫӗ, сана кая тӑрса юлнӑ калпак, теҫҫӗ.

Ты стараешься не забыть того, чему тебя учили, а там — хвать! — оказывается, что все это вздор, и тебе говорят, что путные люди этакими пустяками больше не занимаются и что ты, мол, отсталый колпак.

VI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Дежурнӑй сестра сӗтелӗ патӗнчи пукан ҫине ларнӑскер, вӑл пӑртак та пулин тӗлӗрсе илесшӗн, самантлӑха пулин те, манасшӑн пулчӗ, анчах пултараймарӗ.

Сидя на стуле около, столика дежурной сестры, силилась задремать, хоть на минуту забыться и не могла.

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн та, Дарьйӑн чул пек сивӗ чӗччисемпе хырӑмне, шак хытӑ шӑмми-шаккине аса илсе, Дуняшка чылайччен ҫӳҫенсе ҫӳрерӗ, ҫакна мӗнле те пулин хӑвӑртрах манасшӑн пулчӗ.

И после долго еще, вспомнив каменную холодность Дарьиных грудей и живота, упругость окостеневших членов, Дуняшка вся содрогалась и старалась поскорее забыть все это.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӗлӗкхисене манасшӑн эпӗ…

Я за старое позабыть хочу…

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Манасшӑн вӑл, ҫав тӗлӗке пуҫран кӑларса ывӑтасшӑн, анчах тӗлӗкӗ, шыв ҫаврӑмне лекнӗ хур тӗкӗ евӗрех, темиҫе хут ҫаврӑнса илет те каллех ҫиеле сиксе тухать…

Надо выбросить все из головы, забыть… Но видения, как гусиный пух на воде, кружились, тонули в водовороте, снова всплывали на поверхность.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

— Э-э, чим-ха! — терӗ те тухтӑр, пуҫне килнӗ шухӑшне манасшӑн пулмасӑр аллипе тӑнлавӗнчен ярса тытрӗ.

— Ага! Постой! — крикнул доктор и хватил себя по лбу, как бы желая удержать какую-то мысль, мелькнувшую у него в голове.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс халь пуласшӑн акӑ ман, Манасшӑн хӑв йӑхна, — мӗншӗн тесен, эпӗ чаплӑ ҫемьерен тухнӑ вӗт-ха, — Анчах чухлаччӗ эс малтан Манӑн пурнӑҫӑма.

Ты хочешь, дева, быть моей, Забыть свой род и сан, — потому что ведь я знатная, — Но прежде отгадать сумей, Какой мне жребий дан.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унӑн ним аса илесси те, ним ҫинчен шухӑшласси те килмерӗ, часрах ҫывӑрса кайса, пурне те манасшӑн ҫеҫ пулчӗ вӑл.

Ему ни о чем не хотелось ни вспоминать, ни думать, хотелось только поскорее забыться сном.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех