Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мамӑкӗнчен (тĕпĕ: мамӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта палатка-пӳрт (ӑшӑ пулма ӑна гага кайӑкӑн мамӑкӗнчен тунӑ), апат-ҫимӗҫпе топливо запасӗсем, тӗпчев приборӗсем, радиостанци, пӗчӗк электростанцие ӗҫлеттермешкӗн ҫилпе ӗҫлекен двигатель пулнӑ.

Это были — дом-палатка, утепленная слоем гагачьего пуха, запасы продовольствия и топлива, научные приборы, радиостанция, ветряной двигатель, который должен был вырабатывать электричество.

«Ҫурсӗр полюсӗ» поляр станцийӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тӗрӗллӗ пирсем тӗртме ҫӗр мамӑкӗнчен арланӑ 20-мӗш номерлӗ ҫип, йӗтӗн ҫиппи юравлӑ.

Для основы и утка ремизной ткани хороши хлопчатобумажные нитки № 20, льняная пряжа.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ун мамӑкӗнчен ку енче хурапа шурӑ йӗрлӗ пир-авӑр тӗртеҫҫӗ.

Из хлопка его вырабатывают обычные в этих краях ткани с черными и белыми полосами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вырӑнти фабрикантсем кролик мамӑкӗнчен шлепке тунӑ ҫӗрте ртутьпе усӑ кураҫҫӗ.

Местные фабриканты при обработке кроличьего пуха, из которого выделываются шляпы, применяют ртуть.

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Хӗлле тӑхӑнмалли кӗпесене пӗр тӗслӗ е чечеклӗ йӑлтӑртатман ҫӑмран е ҫӑм ҫурмалла хушса тӗртнӗ, искусственнӑй майпа тунӑ е ҫӗр мамӑкӗнчен тӗртнӗ материалсенчен ҫӗлемелле.

Для зимних платьев используются матовые одноцветные и цветные шерстяные, полушерстяные, плотные искусственные и хлопчатобумажные материалы.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Мишкӑна парнелесе панӑ табак енчӗкне шӑпах ӗнтӗ Дуняшкӑн кӗре пӳрнисем йӑмӑх хӗрлӗ ҫӑм ҫиппипе эрешлентерсе тӗрленӗ; шӑпах Дуняшка ӑна, килтисене систермесӗр, иртнӗ хӗлле кӑвак качака мамӑкӗнчен ҫыхнӑ пӗр мӑшӑр перчетке пырса тыттарчӗ; тата шӑпах Кошевой тахҫан Дуняшка тӗрленӗ капӑр сӑмса тутрине хӑйӗн салтак гимнастеркин кӑкӑр кӗсйинче типтерлӗ упраса усрать.

Это Дуняшкины смуглые пальцы вышивали ярким гарусом подаренный Мишке кисет, это она, потаясь родных, принесла ему зимой перчатки дымчатого козьего пуха, это некогда принадлежавшую Дуняшке расшитую утирку бережно хранил в грудном кармане солдатской гимнастерки Кошевой.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗр мамӑкӗнчен тунӑ материал.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31

Выльӑх-чӗрлӗх усрать, алӑ ӗҫӗ тӑвать - тӗрӗ тӗрлет, алса-чӑлха ҫыхса сутать, хур мамӑкӗнчен утиялсем ҫӗлет.

Домашних животных держит, занимается рукоделием — вышивает, продает связанные носки и рукавички, из гусиного пуха шьет одеяла.

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех