Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрчӗ (тĕпĕ: макӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атте ӑна асаплантарса вӗлернӗ хыҫҫӑн тӗсрен ӳкрӗ анне, кунӗн-ҫӗрӗн макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Амӑшӗ хӗрӗпе юнашар ларса макӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Макӑрчӗ, юнарӗ, тархасларӗ…

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ним сас кӑларман пекех макӑрчӗ те, Завьялова ӑна куҫҫулӗсене чарма питӗ йывӑр пулассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Таҫта ача макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хальхинче вӑл питӗ хурланса, пӗтӗм чунтан макӑрчӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне шеллерӗ, пушмакне хӗрхенчӗ — ку пушмака пӗр мастерскойӗнче те юсаттарма ҫук.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗн тума вилме памарӑн?! — ӳлесе макӑрчӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Кӗреш юман пек ачама наҫилккапа илсе тухса кайрӗҫ вӗт! — урайне ӳксе йӑваланса макӑрчӗ асламӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Чӗн-ха, тархасшӑн, ыратать-и, — куҫҫульне сӑмса тутрипе шӑлнӑ май тархасласа макӑрчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пулӑшу ыйтса, пӗтӗҫмен сӑмахсем шалкӑмлата-шалкӑмлата, хӗрарӑм халӗ ӳлесех, каҫӑхсах макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чылайччен тапаҫланчӗ машина инкекрен ҫӑлӑнса тухас тесе: ӳлесе те макӑрчӗ, шӑлӗпе те шатӑртаттарчӗ, хӑй таврашне тӗтӗм-сӗрӗмпе те чыхлантарчӗ — усси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Митюк ҫакна урӑхла пулма та пултарайман япала пек шутласа ӳсре, мӗн ыйтнине тивӗҫтермесенех, мӗн тӑвас тенине тутармасан чун-чӗрине кӑларсах макӑрчӗ, кутӑнлашрӗ, чӑкӑртӑшланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Хресчен кӑна шӑлне вӑйсӑррӑн кӑчӑртаттарчӗ, унӑн арӑмӗ, мӗскӗн хӗрарӑм, питне пуҫ тутрипе хупласа, салтака тытса кайнӑ ывӑлӗшӗн, ют ҫынсен ырлӑхӗшӗн ҫӗрӗн-кунӗн тертленекен хӗрӗшӗн, вырса кӗртме ӗлкӗричченех сутма тивнӗ тырришӗн хурланса макӑрчӗ, хӑйӗн, хӗресчен арӑмӗн, чӗререн тухакан хаяр сассипе пӑшӑлтатса, килне-ҫуртне нушапа хӗн-хур кӳрекенсене пӗтӗм чунтан ылханчӗ.

Крестьянин только бессильно скрежетал зубами, а жена его, забитая мужичка, уткнувшись лицом н головной платок, потихоньку оплакивала сына, забритого в солдаты, дочку, посланную в услужение к чужим людям, урожай, проданный еще на корню, и горячим топотом посылала проклятья — тяжкие проклятья крестьянки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Чӑвашсен пӗртен пӗр шанчӑклӑ, ҫутӑ ҫӑл куҫне — хамӑр шкула хуптарасшӑн эсир, разбойниксем, эдак и так», — тесе макӑрчӗ тет ҫавӑн чух Яковлев…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Юлашки хут чуптуса уйрӑлнӑ чухне упӑшкин тупӑкне ыталаса илчӗ те чӗрене ҫураслах кӑшкӑрса макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑйсен хапхине тикӗтпе вараланине пӗлсен, Анук макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хывӑнмасӑрах вырӑн ҫине ӳксе, хурлӑхлӑн ӗсӗклесе макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта, алӑк янахӗ ҫине таянса, пӗчӗк чухнехи пек ӗсӗклесе макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пӗтӗм ӑшчикӗпе чӗтренсе сассӑр макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн куртӑмӑр, мӗн куртӑмӑр эпир… — татӑлса макӑрчӗ Татьяна.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех