Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрас (тĕпĕ: макӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анне кайни шӑпах пӗр сехет ҫитрӗ, — макӑрас пек калаҫнӑ хӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Атте макӑрас пекех ӳкӗтлетчӗ. темшӗн каҫарма ыйтатчӗ, анне вара ӑна ҫав самантрах килтен тухса кайма хушатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сантӑркка вилчӗ терӗн-и?.. — мӗнпур ӳт-пӗвӗпе чӗтресе, макӑрас пек ыйтрӗ вӑл тепӗр хут.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эх, айван эпӗ, айван! — макӑрас пек калаҫрӗ вӑл, чышкипе пуҫне ҫапкаласа.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗр шухӑшласан, макӑрас килет, — пуҫласа ячӗ юррине Укань.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анне-е! — макӑрас пек ҫухӑрса ячӗ Куҫма, — Купӑсӑн сасси ҫук вӗт.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урай варрине пӗчченех тӑрса юлсан, пӗр вӑхӑт ним тума аптӑрарӗ Сантӑркка: те паҫӑрхи пекех такмакласа ҫаврӑнкалас, те, тӗкӗр умне тӑрса, хӑйӗн тахҫан ҫухалнӑ хитрелӗхне хальхи пӗркеленчӗксемпе танлаштарса, куҫҫульпе макӑрас, те урамалла тухса чупас…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн, Анука ыталаса, унпа пӗрле тӑраничченех макӑрас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук, хурланса макӑрас е шеллеме ыйтас вырӑнне, чӗрене ҫуракан сасӑпа ҫухӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кирлен савӑнас та, макӑрас та килчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн юрлас килет, такампа выляс, калаҫас килет, тем ҫинчен те аса илес, тунсӑхлас, кулянас, вӑрттӑн макӑрас килет.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Макӑрас килет…

Куҫарса пулӑш

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӗн чухлӗ чунна хытарса, шӑлна ҫыртса ан тӳс — сулӑна панине ташланҫи туса, макӑрас килнине пулам пек туса…

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл макӑрас вырӑнне кулнӑ пек туйӑнчӗ Славике.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Юрӗ-ҫке, макӑрас мар, япала тем мар: пулать те, пӗтет те вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ӗҫлеме пултарнӑшӑн савӑнас пулать, ҫак аслӑран аслӑ правӑпа усӑ курма пӗлменшӗн, этем ятне ярса, тивӗҫне манса пурӑннишӗн макӑрас пулать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Уласа макӑрас килет ман халь ҫамрӑк чух ухмахланнӑшӑн, ҫемҫешкеленнӗшӗн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн ҫинчен шухӑшласан пӗрре кулас, тепре макӑрас килет.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Макӑрас пулать.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӳсӗрӗлсе ҫитсен, унӑн пӗр сӑлтавсӑрах макӑрас йӑли пур.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех