Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан майӗпенех тулли зала хӑнӑхса пычӗ.
17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫапла калаҫкаласа, майӗпенех Магдальсен килӗ тӗлне ҫитрӗҫ вӗсем.
XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Пенишора пуҫне усрӗ те тарӑн шухӑша кайнӑ пек пӗр вӑхӑт хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ, унтан майӗпенех аллисене ҫӳлелле ҫӗклеме пуҫларӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Майӗпенех вӑл рабочисенчен илтнӗ «паразит», «йыта пурнӑҫӗ» тата ытти ҫавӑн пек сӑмахсемпе калаҫура усӑ хурма хӑнӑхса ҫитет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Шкул дирекцийӗ мастер ҫакӑн пек пурӑнни ҫине пӳрне витӗр кӑна пӑхрӗ, юлашкинчен пурте ӑна майӗпенех хӑнӑхса ҫитрӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пит-куҫне майӗпенех ҫын сӑнӗ кӗре пуҫларӗ.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл майӗпенех ним чарӑнмасӑр малалла чупать.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Майӗпенех «артистсем» килӗсене саланчӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Малтан тӑрӑхласарах каланӑ пек туйӑнатчӗ ӗнтӗ, ахальтен мар иккӗшӗ те кӑштах кӳреннӗччӗ, анчах каярахпа майӗпенех хӑнӑхрӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Малтан вӑл йытӑсенчен питӗ хӑранӑ, анчах каярахпа майӗпенех вӗсене иленсе ҫитнӗ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫавнашкал социалистсемшӗн «пролетариат» майӗпенех тӗтреллӗ, уҫӑмлӑ мар, тӗрексӗр япалана куҫса пынӑ, скелет пек типӗ, турӑ пек пушӑ формула пулса тӑнӑ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл чуна пырса тивекен сӑмахсемпе шантарса калаҫрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ майӗпенех унпа килӗшекен пултӑм, унпа кӑшт та пулин ӑс-тӑн пур чӗрчунпа калаҫнӑ чухнехи пек калаҫма пуҫларӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ялан гуигнгнмсемпе хутшӑнса ҫӳренипе тата вӗсене пӑхӑнса пурӑннине, эпӗ майӗпенех вӗсем евӗрлӗ утма, ҫан-ҫурӑма вӗсем пек хускатма хӑнӑхса ҫитрӗм, ҫаксем вара ман йӑлана кӗрсе юлчӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах каярахпа эпӗ майӗпенех асӑннӑ чӗрчунсене килӗштерекен пултӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Майӗпенех вӗсен тӑнӗ чакса пырать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӑтӑр ҫула ҫитиччен струльдбругсем вилекен ҫынсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ, унтан вӗсем майӗпенех кичемленсе тата чӗмсӗрленсе пыраҫҫӗ-мӗн.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эсир ҫутта тухнӑ культурӑллӑ халӑхсем тискерленсе пынине, ҫав хушӑрах халиччен тӗттӗм те тискер пулнӑ халӑхсем майӗпенех ҫутта тухса пынине сӑнаса пурӑннӑ пулӑттӑр.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хампа пӗрле килнӗ, ҫакнашкал япаласене пӗр хут ҫеҫ мар курнӑ юлташсем лӑпкӑ ларнине курсан, эпӗ те майӗпенех лӑплантӑм, его высочествӑна хам ҫулҫӳренӗ чухне курнӑ приключенисем ҫинчен кӗскен каласа патӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл ҫурӑк пурӑна-киле майӗпенех тарӑнрах та пӗчӗк ҫырма пулса тӑнӑ, унтан пӗр ҫирӗм утӑмранах унӑн шывӗ хаваслӑн шавласа юханшыва пырса кӗрет.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Майӗпенех ҫӑлтӑр ҫуначӗсем палӑрма пуҫлаҫҫӗ.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.