Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майрипе (тĕпĕ: майра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта хӑй ытлашши пулнине туйса хӗрарӑм тарҫӑ Сююнбикене каламасӑрах айккинелле пӑрӑнчӗ, хан майрипе ыйткалакан йывӑҫсем хыҫне пытанчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем мала пуп майрипе Михапара тата темиҫе ватта чӗнсе кӑларчӗҫ.

Люди тем временем позвали к двери подвала матушку, Михабара и еще нескольких пожилых людей.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ни пуппа, ни ун майрипе, ни кӳршӗ ҫыннипе.

Ни с кем: ни с попом, ни с попадьей, ни с их соседями.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хветле пуп майрипе Савтепи туслашнӑҫемӗн вӗсенчен пӑрӑнарах тыта пуҫларӗ хӑйне.

Чем больше сближались Савдеби и попадья, тем больше Фекла стала их сторониться.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл темшӗн хуҫа майрипе килӗштереймерӗ.

С квартирной хозяйкой чегой-то не поладили.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Купса майрипе калаҫса ларнӑ май вӑл ялан чӳречерен пӑхрӗ тата урайӗнче ярт тӑсӑлса выртакан хӗвел ури мӗнле куҫса пынине сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна сана асанне пиллесе панӑ-ҫке — хӑвӑн ирӗк, — терӗ те хӑйӗн чипер майрипе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫакӑнта эпӗ хам кӑмӑла йӑпатма та, хам ҫивӗччине тата ӑста хӑтланнине пӑхса савӑнма юратакан король майрипе ун фрейлинисене йӑпатас тесе те, кимӗпе кӗсменпе ишсе ҫӳреттӗм.

В нем я часто занимался греблей как для собственного развлечения, так и желая доставить удовольствие королеве и ее фрейлинам, которых очень забавляли мое искусство и ловкость.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫав ҫӳревсене эпӗ король майрипе пӗрле каяттӑм.

Эти поездки я совершал, сопутствуя королеве.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Король майрипе пӗрле пӗр сӗтел хушшинче унӑн икӗ принцесса — хӗрӗсем анчах апатланатчӗҫ; аслӑ хӗрӗ вунулттӑраччӗ, кӗҫӗн хӗрӗ вунвиҫӗ ҫулта пӗр уйӑхраччӗ.

Кроме королевы, за ее столом обедали только две ее дочери-принцессы; старшей было шестнадцать лет, а младшей тринадцать и один месяц.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах шӑп ҫав вӑхӑтра ун патне король адьютанчӗ (урӑхла каласан ӑна слардрал теҫҫӗ) пычӗ те ҫав самантрах мана король ҫуртне король майрипе ун ҫумӗнчи дамӑсене йӑпатма илсе пыма хушрӗ.

Но как раз в это время к нему явился слардрал, или королевский адъютант, с требованием немедленно доставить меня во дворец для развлечения королевы и придворных дам.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Императорпа свити лашисем ҫинчен сиксе анчӗҫ, император майрипе патша ҫуртӗнчи дамӑсем кӳмисенчен тухрӗҫ; вӗсем манран пӗртте хӑранӑ пек е шикленнӗ пек туйӑнмарӗ.

Император и его свита соскочили с лошадей, императрица и придворные дамы вышли из карет, и я не заметил у них ни малейшего страха или беспокойства.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ император майрипе ҫамрӑк принцсене куртӑм, вӗсене ҫывӑх ҫынсем сырса илнӗ.

Я увидел императрицу и молодых принцев, окруженных свитой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Пӗринче тата эпӗ чутах пӗр улпут майрипе алхасса илеттӗм, — вӑл улпут майри хуларан дачӑна килнӗччӗ.

— Я даже чуть-чуть с барыней одной не пошалил, — на дачу приехала из города барыня.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

— Ун пек пулсан, эпӗ улпут майрипе хам калаҫса татӑлатӑп.

— Этак я лучше сам с барыней покончу.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Ҫавӑн пек улпут майрипе пурӑнас пулсан, ӗмӗрлӗхех ҫӗрле пулсассӑн та пурпӗрех!

Да с этакой бы госпожой хоть на всю жизнь — ночь!

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хуҫа майрипе сывпуллашма ҫӳлелле хӑпарнӑ чух эпӗ ҫенӗхре унӑн тӑванӗн хӗрӗпе тӗл пултӑм, вӑл ыйтрӗ:

Идя наверх, прощаться с хозяйкой, я столкнулся в сенях с ее племянницей, она спросила:

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Кӑмакасем валли вутӑ ҫурса йӑтса кӳртеттӗм, пахча ҫимӗҫсем тасататтӑм, илнӗ япаласене карсинкӑпа ҫӗклеме хуҫа майрипе пӗрле пасара ҫӳреттӗм, лавкана, аптекӑна чупаттӑм.

Колол и носил дрова для печей, мыл посуду, чистил овощи, ходил с хозяйкой по базару, таская за нею корзину с покупками, бегал в лавочку, в аптеку.

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Улпут майрипе ачи тата ылтӑн куҫлӑхлӑ господин карлӑк патнерех пырса тӑчӗҫ, ыттисем мала пыма хӑяймарӗҫ.

Барыня с мальчиком и господин в золотых очках подошли к самым перилам; остальные почтительно оставались на заднем плане.

III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Ҫаврашки ҫине темле улпут майрипе парикмахера тӑрӑхлакан ӳкерчӗк ҫыпӑҫтарнӑччӗ.

На кружке была наклеена картинка, представляющая карикатуры какой-то барыни и парикмахера.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех