Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майлах (тĕпĕ: майлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Глинка, Пушкин, Лермонтов пурнӑҫӗнче те ҫав майлах пулнӑ», — тӗнӗччӗ мана пӗррехинче Шура.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Майлах.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта Кармӑш пасарӗнчи майлах халӑх кӗшӗлтетни ӑна хӑратса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— «Виҫҫӗмӗш ытлашши», — теҫҫӗ те вырӑссем, мана сирӗнпе ҫӳреме майлах мар пуль.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Темиҫе ӗмӗр ӗлӗкрех вӗсен пурӑнӑҫӗ мӗнле пулнӑ, революци пуличченех вӗсем ҫавӑн майлах пурӑннӑ.

До самой революции их жизнь оставалась такой же, как и несколько веков назад.

Кавказри горецсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Глобуса экскурсие е ҫул ҫине илсе кайма майлах мар.

Брать с собой глобус на экскурсию или в путешествие, конечно, нельзя.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сирӗн модель, планпа картинка ҫинче кӑтартнӑ вырӑн майлах пулмашкӑн, юханшывсемпе кӳлӗсене кӑвак хутран касса ҫыпӑҫтарӑр, чугун ҫулсене ҫинҫе пралукран тӑвӑр, ҫуртсене тӑваткал шашкӑсемпе кӑтартӑр, вӑрмансем тӗлне мӑк сарса хурӑр.

Чтобы модель ваша больше походила на местность, изображенную на плане и на картинке, вырежьте реки и озера из синей бумаги, железные дороги сделайте из тонкой проволоки, домики — из квадратных брусочков, разрезанных на части, леса — из мха.

Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ку ӳкерчӗк аэроплан ҫинчен ӳкерни майлах.

Он очень похож на снимок с самолета.

Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем шӗвӗр кутлӑ, ҫинҫе туналлӑ вӑрӑм черкке майлах, шала ҫурри таран ҫумӑр шывӗ тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫырӑва вӑл, пӗр вырӑнта сиктерсе хӑварнине шута илмесен, кӑлтӑксӑр майлах вуласа пачӗ, анчах сиктерсе хӑварнӑ йӗркесемшӗн ӑна тепӗртакран ытларах та намӑс турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унӑн питне ҫил пӗркелентерет те — шыв тӗпӗ тӑрӑх пӗчӗк хумсем витӗр тухса хуҫӑлнӑ хӗвел пайӑркисем ылтӑн хӗлӗхсем пек шӑваҫҫӗ — лупашка тӗпӗпе ылтӑн тетел сӗтӗрнӗ майлах.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Типӗ ҫил вӗрсе килет те, ҫӗмӗрт-пилеш йывӑҫҫисем хӑйсен вӗт тураттисене алса ҫыхнӑ майлах хускаткалаҫҫӗ, хӗвел шевлинчен чӗнтӗр ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӗсен куҫне курӑнас мар, пакӑлтатма сӑлтав тупса парас мар тесе, Укаҫпа Тимуш акаци речӗ хыҫне кайса ларатчӗҫ те пӗр-ик сехет майлах калаҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Таранов хӑйӗн шухӑшӗпе хавхаланса ҫил арманӗ майлах хӑлаҫланчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта вӗсем ҫур сехет майлах калаҫса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Арӑмӗ пулни уйӑх майлах Шупашкарта-ха унӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов акӑ юлашки ҫулсенче ытлашши чӗрре кӗмесӗр лӑпкӑн пурӑнма тӑрӑшать, ҫапах авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче вӑл та тамӑка лекнӗ майлах нушаланма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шанаров вара, кӗрхи йӗпесапа вӑхӑтӗнчи ҫанталӑк майлах ӑмӑр сӑнлӑскер, черккене каллех тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ фельетон ҫинчен асӑнсан та Паланов хӑйӗн лӗкӗ тӑкӑннине манчӗ — ӑша йӗп ҫӑтнӑ майлах вӗткеленчӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мирун пиччепе Мӗтри те халь-халь грузовик е урӑх мӗнле те пулин машина тупӑнать-и тесе ҫул юппинче пӗр сехет майлах тӑпӑртатса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех