Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑпланчӗҫ (тĕпĕ: лӑплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне пуртӑпа хӑмсарма тӑнӑ пӗр ӳсӗре барак пусми ҫинчен вӑркӑнтарса ярсан, ҫав пуҫтахсем самаях лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иккӗшӗ пӗрле, куҫҫульсӗр хуйхӑрчӗҫ, кӑштах лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сикекен ҫутӑ нӑрӑсем хытса тӑчӗҫ, лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӑшт лӑпланчӗҫ те мӗн пулса иртнисене каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кайран аран-аран лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Дояркӑсем тинех лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чылайччен ятлаҫрӗҫ вӗсем, унтан ҫапах та майлашрӗҫ пулмалла та тин ҫеҫ авланнӑ мӑшӑр пекех вырӑн ҫине кӗрсе выртса лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ҫавӑншӑн ӑна тӗрӗслекен органсем пуҫран кӑна ачашларӗҫ тейӗн — штраф тӳлеттерчӗҫ те лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чылайччен кулчӗҫ, унтан лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн ҫиллес сӑнне курсан, ҫынсем тӑруках лӑпланчӗҫ, кӑшкӑрашма та пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте лӑпланчӗҫ, пурин пичӗ ҫинче те йӑл-л! кулӑ ҫиҫсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрене ҫурӑкӗсенчи вӑрӑм сухаллӑ таракансем: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» тесе, хӗвел ҫути ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхрӗҫ, хӑшпӗрисем тарма хӑтланчӗҫ, анчах, хӑрушлӑх ҫуккине ӑнланса, ылтӑн туя-хӗвел ури вӗсене инкеке ҫитермессине чухласа, каллех шӑтӑк тӗпне хӗсӗнчӗҫ те лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ-виҫӗ хутчен ӳксен тин кӑштах лӑпланчӗҫ, кашта ҫинчен урӑх персе анас марччӗ тесе пулас, ун ҫумне лӑпчӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫурҫӗр иртсе икӗ сехет тӗлӗнче ҫилӗ те, ҫумӑрӗ те лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Те именнипе, те кӗтнӗ ҫапӑҫу пулмасӑрах иртнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнипе, Микуларан кулакансем лӑпланчӗҫ, айккинелле пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти хресченсем те лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь каллех хӑй вырӑнӗнчи вӗллине кӗрсе пӑхсан, чӗпписем те пур иккенне курсан, амӑшӗпе ашшӗ тинех лӑпланчӗҫ, васкасах хурт-кӑпшанкӑ ҫӗклеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Степан Лукич сӑмах илсе калаҫма тытӑнсан тин кӑштах лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Акӑ, самантлӑха шӗпӗлти хумсем лӑпланчӗҫ те, ун ҫине каллех шывран икӗ утмӑл турат чечекӗ сӑнаса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех