Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑпланать (тĕпĕ: лӑплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асаплӑ вӑрҫа пуҫлакансене, нимӗҫ фашисчӗсене ылханса пӑртак лӑпланать хӗрарӑм чӗри.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шухӑ ҫамрӑклӑх вӑйсӑррӑн хирӗҫлет-ха, анчах туять: нумая пымӗ вӑйӑ-кулӑ тапхӑрӗ, кашнин хӑйӗн вӑхӑчӗ — ҫеҫки тӑкӑнсан ҫырли пиҫмелле; вара пуҫри кӑралӑх тепӗртакран лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Тулта ҫил вӑйсӑрланнӑ, ҫумӑр та, авӑ, лӑпланать, вӗттӗн ҫеҫ пӗрӗхет.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Ҫумӑр та лӑпланать пек.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫул хӗррине ҫитет те ҫулӑм тин кӑна ҫынсем чавса тухнӑ канава тӑрӑнса лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасси ун пӗр ҫӗкленет, пӗр лӑпланать, унтан пӗтӗм зал анлӑшне сарӑлса янӑрать:

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ачи ҫумра пулсассӑн вара — лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл сасартӑк лӑпланать, ним шухӑшлайми пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр кана лӑпланать те татах хӑй юррине пуҫласа ярать.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫемҫе ҫерем ҫинче ура хытӑрах пусмассерен ҫӗр йӑсӑл-л! туса илет те сӑра кӑпӑкӗ сӳнсе пынӑ пек ҫӑтӑртатса лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗр хушӑ шавлать те майӗпен лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун хыҫҫӑн ҫирӗм ҫулти паттӑр йӗкӗт лӑпланать, ҫапах та шӑппӑн пӑшӑлтатать:

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ӗмӗртенхи ҫут аслапай Аннӑ ҫемӗн ыйӑхлать, Пур чӗр-чун та унпала май Канас тесе лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пилӗкшер пулӑ ҫинӗ хыҫҫӑн ачасен хырӑмӗ лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫумма вырттарсанах лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хуралҫӑ кӑштах лӑпланать, кӗсйинчен кӑларнӑ ал тутрипе питне шӑлать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Анчах асни тулса тӑкӑна пуҫласан, йӑвашланать, лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сана куратӑп та, лӑпланать вара.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑх вӑл таканари шывпа пӗрех — пӗрре хумханать, тепре лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лашасем патне тухсан тин пӗр вӑхӑта лӑпланать таркӑн.

Успокаивается он на время, лишь находясь рядом с лошадьми.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех