Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑпланасса (тĕпĕ: лӑплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Архип Григорьевич халӑх лӑпланасса кӗтмерӗ, сӑмахне ҫивӗччӗн пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сиксе тухас пек тапакан чӗри лӑпланасса вӑрахчен кӗтсе выртатчӗ вара…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Прохор Петрович тин ҫеҫ ӳсӗрме чарӑнчӗ те, сывлӑшӗ ҫаврӑнасса кӗтсе, ӑш-чикӗ лӑпланасса кӗтсе, ӳслӗкӗ каллех ан тапрантӑр тесе, хускалмасӑр, хӑвӑрт-хӑвӑрт сывласа ларать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӑҫта тӗл пуласси пирки калаҫса татӑлсан музыка лӑпланасса кӗтсе илтӗм, унтан кайма тухрӑм.

Уговорившись, где встретимся, я выждал, пока затихла музыка, и стал уходить.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Фук — хӑйне тытаяканскер, факт ҫынни; вӗсене капитан хӑваласа янӑ хыҫҫӑн тӳрех, татӑклӑн мӗн те пулин тума тӑхтарӗ; хӑвӑрт шӑртланакан, тӑрӑхлама кӑмӑллакан Сигби вара паянхи чӑнлӑхпа килӗшсе лӑпланасса яхӑнне те ямарӗ.

Фук, более хладнокровный, человек факта, далек был от мысли предпринимать какие-либо шаги после сказанного капитаном; но саркастический, нервный Сигби не так легко успокаивался, мирясь с действительностью.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Умра хӗвеланӑҫ ҫутти — шупка-хӗрлӗн, симӗсӗн выляса сарӑлать, вӑл ҫил лӑпланасса пӗлтерет…

Широко разливался свет зари — оранжевый, зеленоватый, предвещающий безветрие…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пирӗн дозорсем вӑрман уҫланкинчен шаларах тарса кӗнӗ те фрицсен кӑштах нервисем лӑпланасса кӗтсе тӑраҫҫӗ.

Наши дозоры отошли от опушки, ждут, пока у немцев успокоятся нервы.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Киш лапкан кӗтсе тӑнӑ вӗсем лӑпланасса.

Он спокойно ждал, пока волнение улеглось.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Павӑл Гвозден ҫине тимлесе пӑхрӗ, калаҫу пуҫлама тесе, вӑл лӑпланасса кӗтрӗ.

Павле внимательно наблюдал за Гвозденом и ждал, пока тот успокоится, чтобы начать разговор.

16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Салтаксем пеме лӑпланасса кӗтсе выртаҫҫӗ те, хӑйсен командирне чавсинчен тытса, каллех шӑваҫҫӗ.

Солдаты пережидали огонь и снова ползли, подхватив под локти своего командира.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Савӑнӑҫлӑ шав лӑпланасса кӗтсе, Антошин айккинче тӑнӑ.

Антошин ожидал в стороне, когда затихнет буря восторга.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

— Халӗ якорьтен хӑранӑ пулӑсем лӑпланасса икӗ кун кӗтес пулать…

 — Рыба дна дня будет очухиваться от нашего якоря…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Василий Максимович пурте лӑпланасса кӗтсе тӑчӗ.

Василий Максимович выждал, пока все успокоятся.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

«Нимӗҫсем кӑшт лӑпланасса кӗтес, терӗм.

«Решил ждать до тех пор, пока немцы немного успокоятся.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Вара вӗсем ялта халӑх лӑпланасса кӗте пуҫланӑ.

И сидят они — ждут, чтобы затихло в ауле.

5 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унтан апат ҫикелерӗмӗр, лайӑхрах тӑхӑнтӑмӑр та кимӗ ҫине кашни харпӑр хӑй вырӑнне вырнаҫса лартӑмӑр, — тинӗс кӑштах та пулин лӑпланасса кӗтме тытӑнтӑмӑр.

Затем мы закусили, оделись потеплее и сели на свои места в лодке, в ожидании, когда ветер стихнет и море хоть немного успокоится.

Сюркум сӑмсахӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 139–147 с.

Вӗсем вара киммисене пӑр ҫине туртса кӑларнӑ та, кӗсменсене тӑраткаласа лартса, палаткӑсем карнӑ, ҫанталӑк лӑпланасса кӗтме тытӑннӑ.

Тогда они вытащили лодки на лед, укрепили на веслах палатки и стали выжидать конца бури.

Орочсен ялӗнче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 121–124 с.

Кун хыҫҫӑн Гобсон мистер хӑйӗн ӗҫне тытӑнчӗ — сумлӑн сӑмах пуҫларӗ вӑл, анчах пӗр-ик сӑмах ҫеҫ калама ӗлкӗрчӗ, путвалта хӑрушла хытӑ ҫухӑрни илтӗнсе кайрӗ; ку никам та мар, йыта кӑна пулнӑ иккен, вӑл ҫав тери вӑйлӑ шав кӑларнӑ пирки пасторӑн калаҫма чарӑнма лекрӗ, шав лӑпланасса вӑл тупӑк умӗнчех кӗтсе тӑчӗ, унсӑрӑн пачах нимӗн те, ху калаҫнине те, илтме ҫук.

Потом его преподобие мистер Гобсон приступил к делу — медленно и торжественно начал говорить речь; но только он начал, как в подвале поднялся страшнейший визг, просто неслыханный; это была всего-навсего одна собака, но шум она подняла невыносимый и лаяла не умолкая, так что пастору пришлось замолчать и дожидаться, стоя возле гроба, — ничего нельзя было расслышать, даже что ты сам думаешь.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пурте ҫутӑласпа тӑвӑл лӑпланасса кӗтеҫҫӗ.

Все надеялись, что с наступлением дня буря утихнет.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Павел, ӑна ыталаса, амӑшӗн ӑшӗ вӑрканипе тата ывӑлне кӗтнипе пӗркеленнӗ питне пӑхать, амӑшӗ лӑпланасса кӗтсе, чӗнмесӗр тӑрать.

А Павел, обнимая ее, смотрел на измученное тоской и ожиданием лицо матери с бороздками морщинок и ничего не говорил, ожидая, пока она успокоится.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех