Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑпланаймасть (тĕпĕ: лӑплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтанпа вӑл ниепле те лӑпланаймасть».

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӗр шухӑшлама пуҫласан, таҫта та ҫитсе ӳкет, ниепле те лӑпланаймасть.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫил-тӑвӑллӑ ҫанталӑк пек тулашса ҫӳрет Микка, ниепле те майлашӑнса каяймасть, лӑпланаймасть.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ҫенӗкелле утать вӑл, унта та лӑпланаймасть.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн лӑпланаймасть пэрн хоҫа.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн те пулин татса парсан вӑл хавхалану авӑрне путать те — мӗн шухӑшланине чӑна кӑларичченех лӑпланаймасть.

Решив что-нибудь, она загоралась и уже не могла успокоиться, пока не приведет задуманное в исполнение.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Аслисем пӗрмай аса илтернӗрен кӑна мар, халӑх умӗнчи тивӗҫе туйнӑран лӑпланаймасть Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иван Данилович Смирнов ирхи планерка хыҫҫӑн ниепле те лӑпланаймасть.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Пӗлет вӑл: Юрий мӗнле те пулин шут тытрӗ пулсан — вӗҫне-хӗрне тупмасӑр та лӑпланаймасть.

Куҫарса пулӑш

Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Карл XII… — ҫаплах лӑпланаймасть Лина.

— Хотя Карл XII… — не унималась Лина.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халӗ те куҫ умӗнче-ха: каҫ пулнӑ, ывӑлӑмӑн ҫывӑрма та вӑхӑт ҫитнӗ, анчах вӑл ниепле те лӑпланаймасть.

Как сейчас, вижу: вечер, сыну пора спать, но он никак не может угомониться.

«Илтетӗп, ывӑлӑм!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл эпир пӗркун выляса янӑ пирки ниепле те лӑпланаймасть.

Он все никак не успокоится насчет того проигрыша.

29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Кулине, упӑшки тытӑнса тӑнин сӑлтавӗсене шутласа анран тухрӗ, лӑпланас тесен те лӑпланаймасть.

А Акулина придумывала причины задержки мужа и старалась успокоить себя, — но не успевала!

X // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Сталин тухса калани ҫинчен вӗсен участокӗнче вӑхӑтра пӗлейменшӗн пӑшӑрханнипе Некрасов ниепле те лӑпланаймасть.

Некрасов все не мог успокоиться, что у них на участке поздно узнали о сталинском выступлении.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Митя ҫав тери пӑлханма тытӑнчӗ, ниепле те лӑпланаймасть.

Митя не находил себе места.

50 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Синицына хыҫӗнче Малютин хумханса, кӗскен сывласа ларать — вӑл тахӑш ачипе нумаях пулмасть тавлашнӑ та ниепле те лӑпланаймасть.

За спиной у Синицыной слышалось короткое, взволнованное дыхание Малютина — он только что спорил с кем-то из ребят и никак не мог успокоиться.

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Акӑ ӗнтӗ килте пӗр ҫӗлен те ҫук, вӗсене илсе кайнӑранпа эрне иртрӗ, Салли аппа вара пурпӗр лӑпланаймасть.

Ни одной змеи уже не оставалось в доме, и после того прошла целая неделя, а тетя Салли все никак не могла успокоиться.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Чӑнах та капитан пӗр сӑлтавсӑр мар лӑпланаймасть; ҫиле пула хӑй ҫулӗнчен пӑрӑнса каякан «Дункан» меслетсӗр пысӑк хӑвӑртлӑхпа Австрали ҫыранӗсем патне ыткӑнать.

В самом деле, капитан имел все основания тревожиться: «Дункан», относимый ветром в сторону от своего пути, мчался к австралийскому берегу с огромной скоростью.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Рудольф Митман обер-лейтенант ниепле те лӑпланаймасть, вӑл пӗрре тенкел ҫинче пӗтӗм пӗвӗпе турткаланса илет, тепре тата, сике-сике тӑрса, Озеров ларнӑ, сӗтел умнелле пырса, темскер, ним ҫыхӑнусӑр кӑшкӑрма пуҫлать, алчӑранӑ куҫӗсемпе мачча ҫинелле пӑхса, хӑй мундирӗн тӳмисене турта-турта татать.

Обер-лейтенант Рудольф Митман то дергался всем телом на лавке, то вскакивал и, становясь перед столом, за которым сидел Озеров, начинал выкрикивать что-то бессвязное, тараща в потолок закровеневшие глаза, обдирая с мундира пуговицы.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл хӗрсе кайса калаҫнине Пепе нимпе те чарма пултараймасть, сӑмсине турткалать, аллине чӗри тӗлне тытать, ним тӑвайман енне, ҫӳҫне тӑрмаласа пӑхать, ассӑн сывла-сывла илет, анчах лешӗ упӑшки пырса кӗриччен те лӑпланаймасть.

Пепе ничем не мог остановить ее красноречие, он морщился, прикладывал руку к сердцу, хватался в отчаянии за голову, устало вздыхал, но она не могла успокоиться до поры, пока не явился ее муж.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех