Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр-икӗ утӑм ҫеҫ ярса пуснӑччӗ, йӑмрасем хыҫӗнчен икӗ мӗлке килни курӑнчӗ: пӗри вӑрӑм, тепри лутраскер.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Эпӗ калаҫма ӑста ҫын мар, — лутраскер, трибунӑран пуҫне кӑларчӗ Откан аппа, мӑйне ҫыхнӑ тутӑрне пушаткаларӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Элекҫей, Тимуш пекех лутраскер, хӗвел ҫине ҫакса хурса типӗтнӗ пекех ырханскер, тӑкӑрлӑкран йӑпӑр-йӑпӑр чупса тухрӗ те чӳлмек ӑсти утса иртес ҫӗрте чарӑнчӗ, карттусне хывса, пур-ҫук ҫӳҫне шӑлкаласа тӑчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Лутраскер, аҫа хӑяр пек хӗрлӗ те чӑмӑр.
XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Григорий Григорьевич Еньков — пирӗн фотографа ҫапла чӗнеҫҫӗ — ӑна алӑ пачӗ те куҫӗнчен каҫӑрӑлса пӑхрӗ (лутраскер, вӑл пирӗн фотограф, лара-тӑра пӗлмен йӑрӑ ҫын, калаҫасса та васкаса, пӑтӑр-патӑр калаҫакан хавас, уҫӑ кӑмӑллӑ юлташ).
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
«Клубпа библиотека пуҫлӑхӗ ҫынсене ӗҫӗпе кӑна мар, сӑнӗпе те илӗртмелле. Ку пикен тути сарлака, сӑмси кӗске. Лутраскер тата», — тиркешрӗ вӑл, ҫавна май хӗре ирӗксӗртен сӑмах хушрӗ:
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Икӗ хут сӑхман тӑхӑннипе, лутраскер, пуклак курӑнать.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ахаль те лутраскер, вӑл ҫул ҫинчи ҫӳллӗ чӑваш умӗнче пушшех лутран курӑнать ӗнтӗ, паллах.
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ахаль те лутраскер, курпун тухнипе вӑл тата та лутрарах пек курӑна пуҫланӑ.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӗтмен ҫӗртен кухня алӑкӗнчен темӗн чӗрӗскер, ҫурма ҫарамасскер, Гриф куҫӗ шайӗнчен кӑштах лутраскер тухса тӑчӗ.Внезапно из дверей кухни выступило нечто живое, полуголое, ростом немного ниже глаз Грифа.
V. «Эпир ку». Арӑсланпа шакалсем. Арӑслансем мӗнрен хӑраҫҫӗ. Вӗҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Лутраскер, айван пит-куҫлӑскер.Приземистого, с простецким выражением не только лица — всей фигуры.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑл сарлака хулпуҫҫиллӗ, лутраскер, шурӑ кӗпепе.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Хыҫалти ларкӑч ҫинчен жандарм офицерӗ ҫӗкленет, лутраскер хӑй, тапчамскер, урлӑ та пирлӗ пиҫиххи ҫыхнӑскер, револьвер кобурӗ ҫакнӑскер.
Мӗн пулнӑ май уявӗнче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Мӑн асламӑшӗ вара лутраскер кӑначчӗ.
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Яштак пӳллӗ, ҫемҫе те кӗрен питлӗ, лутраскер, вӑл вуник ҫулхи хӗрача пекех курӑннӑ.Маленькая, стройная, с нежным розовым лицом, она походила на девочку лет двенадцати.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Хальхинче урӑх офицер, тачка та лутраскер, шыҫмак та сӳрӗк куҫлӑскер, сарӑ ҫӳҫне чӗлхепе ҫуласа якатнӑ пек икӗ еннелле уҫса хунӑскер, допрос тӑвать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӑл та пулин нишлӗскер, лутраскер кӑна, тӑлӑх хӗрарӑм пекскер.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Анфиса, мӑнтӑр та лутраскер, хырӑмӗ лайӑхах палӑрнӑ ӗнтӗ.
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл ӗлӗк Керчре Мисаксуди миллионерсем патӗнче приказчикра ӗҫленӗ; имшеркке те лутраскер, ҫӳллӗрех курӑнас тесе, темӗн ҫӳллӗш кӗлеллӗ пушмак тӑхӑнса ҫӳренӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мӑнтӑркка ачи, самаях лутраскер, пуҫне ҫӗклесен шӑпах ҫак этем куҫӗсемпе тӗл пулчӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
- 1
- 2