Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лектерчӗ (тĕпĕ: лектер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыратнӑ вырӑнне персе лектерчӗ иккен вӑл, чӗре патӗнчи ҫӑмхине ҫӑлса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урамра хӑваласа ҫитейменнине ӑнланчӗ пулас та уринчи кӑҫаттине хывса илсе мана ҫурӑмран персе лектерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Кивӗ, йӗпе пушмакӗпе сак айӗнчи ҫыхха лектерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӑлтӑр алӑкӗн сассине илтсе Кирилл пытанма васкарӗ — ҫӳлӗк ҫинче ларакан кастрюльсене ӑнсӑртран чавсипе лектерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Антон куҫне хӗсрӗ ҫеҫ, Георгий хӑй патне вӗҫсе пыракан мечӗке пӗтӗм вӑйран ҫапса ярса Кирилл питӗнчен лектерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хветюк Микихвер печӗ тесе шутларӗ пулмалла, чул илчӗ те лешне пӗррех лектерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Аспар тапрӗ те ура тупанӗпе, пуҫне лектерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Павлуш хыҫҫӑн Тимуш тавлашса печӗ, вӑл та тӗлех лектерчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл сулса ячӗ те мана сулахай ал чавсинчен лектерчӗ, — эпӗ унпа пуҫа хупланӑччӗ.

Он размахнулся; удар пришелся мне по локтю левой руки, которой я прикрыл голову.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гент пӑшалне ҫӗклерӗ те Клебена пуҫӗнчен персе лектерчӗ.

Гент схватил ружье и прострелил Клебену голову.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ииоки хыттӑн кӑшкӑрать, унтан лачлаттарса сурчӗ те арабсенчен пӗрне пуҫӗнчен лектерчӗ.

Ииоки громко кричал, потом плюнул и попал в глаз арабу.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тахӑшӗ шал енчен стенана темӗнле хытӑ япалапа лектерчӗ, те прикладпа, те тенкел кӗтесе тиврӗ.

Кто-то изнутри задел ее чем-то твердым: не то прикладом, не то углом скамейки.

X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Телейсӗр Улӑп Чун чӗрӗ чухне инҫетрен, вӑрман ҫутин уҫӑмсӑрлӑхӗнчен, шыв ӗҫме аннӑ упа евӗр курӑнчӗ те — сунарҫӑ ӑна питӗ тӗл персе лектерчӗ.

Издали злосчастный Душка Гигант, когда был живой, показался ему, в неясности лесного света, медведем на водопое, и он погубил его весьма метким выстрелом.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Меслет тӗл лектерчӗ: ҫакӑн чухлӗ укҫа нихӑҫан та курманскер тата тарма пӗтӗмпех хатӗррине пӗлсен — Лекан укҫа ытараймилӗхне парӑнчӗ те вӗлерме приговор йышӑннӑскере ҫӑлса кӑларма килӗшрӗ.

Прием оказался верен: никогда не видавший столько денег и узнав, что бегство обеспечено, Лекан поддался очарованию и согласился участвовать в освобождении приговоренного.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Эпӗ-и? — терӗ те ҫак ача, пысӑк ҫын пек сурса, тӳрех шыв тӑрах ишсе пыракан вут пуленкине тӗлех лектерчӗ.

— Я-то? — Тут мальчуган ловко сплюнул, попав прямо в середину проплывавшего мимо полена.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Вӑл пине лектерчӗ! — кӑшкӑрчӗ Элли.

— Он попал в тысячу! — воскликнула Элли.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Борнеора малайсемпе харкашма пуҫларӑмӑр та — вӗсенчен пӗри мана куҫӑмран криспа лектерчӗ, вӑл юхса тухрӗ.

На Борнео вышел скандал с малайцами, и один задел мне крисом по глазу, и он вытек.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

— Алӑран лектерчӗ, эсремет, — терӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин хӑй те утарҫа асӑрхарӗ ӗнтӗ, аллинчи револьверне тӗллемесӗрех умлӑн-хыҫлӑн виҫҫӗ-тӑваттӑ кӗрслеттерчӗ, ӑна, ҫывӑхрахскере, лектерчӗ курӑнать, лешӗ ҫырмана, ҫатра хушшине, пуҫхӗрлӗ вӑркӑнса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Буденный, ярӑнса пыракан лаши ҫинче пӗтӗмпех тӑсӑлса выртнӑскер, мала сиксе тухнӑ сухаллӑ казака шашкипе кармашса лектерчӗ те — лешӗ пуҫне ярса тытрӗ…

Буденный, на стелющемся донце, весь вытянувшись, достал шашкой заскочившего вперед бородатого казака, — тот схватился за голову…

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех