Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лекмесен (тĕпĕ: лек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сайра хутран ура айне тӗттӗм хыт-хура тӗмӗсем лекмесен ҫынсем утмаҫҫӗ, пӗр пӗчӗк уҫланкӑра тапӑртатса тӑраҫҫӗ темелле.

Если бы изредка не попадались под ноги темные кучки бурьяна, можно было подумать, что люди не идут, а топчутся на одном месте.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр-пӗр банда аллине лекмесен юрать, — терӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юланутпа сиктерсе пынӑ чухне кӑларса янӑ пулькӑсем тӗлех лекмесен те, ывӑтса янӑ бомба курӑк ҫине ӳксе ахалех ҫурӑлса кайса кӗрӗслетнипе чӑхсемпе самӑр хур аҫисене мӑрье тӑрнех вӗҫтерсе хӑпартсан та уншӑн пурпӗрех.

Пусть пули, выпущенные на скаку, летят мимо цели, пусть бомба брошена в траву и впустую разорвалась, заставив взметнуться чуть ли не на трубы крыш обалделых кур и жирных гусаков.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл хӑйӗн виҫҫӗлле инкекне — хупса лартассине, чирне тата хытӑ явап тыттарас хӑрушлӑха — май пултарнӑ таран ҫирӗппӗн тӳссе ирттерме тӑрӑшать; явап тыттарасси иккӗлентермест, чӑн та, ҫӑлӑнӑҫӑн мӗнле те-тӗр пулӑмӗ кӗтмен ҫӗртен килсе лекмесен.

Он старался, как мог, твердо переносить тройное свое несчастье: заключение, болезнь и угрозу сурового наказания, совершенно неизбежного, если не произойдет какого-нибудь внезапного спасительного события.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫапах та хӗрне, хӑйшӗн ҫаплах кӗрешме лекмесен, лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

И все-таки было бы лучше, если бы ей не приходилось стоять за себя.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Паллах ӗнтӗ, красноармеец тӗрӗс каланӑ: паян майорӑн вӗри алли айне лекмесен те пыратчӗ.

Красноармеец был безусловно прав: не стоило сейчас попадаться под горячую руку майора.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Май килнӗ пек чух пӗрер татӑк ҫӑкӑр пӗҫертме пулать; чӳрече ҫине сивӗнме кӑларса лартнӑ пӑтӑллӑ чӳлмеке те йӑтса тарма йывӑрах мар; камӑн та пулин нӳхрепне вӑрттӑн чӑмса, пӗрер кӗсье ҫӗр улми тултарса тухма та пулать; лекмесен, чиперех иртсе каять.

Можно при случае стащить кусок хлеба, даже чугунок с кашей, выставленный для остывания на подоконник неосторожной хозяйкой, можно незаметно нырнуть в чей-нибудь погреб и набрать карман картошки, и если не попадешься на месте преступления — все хорошо и кончится.

Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫакса вӗлермелли кашта ҫине лекмесен, хӑвӑрӑн шӑпӑра тав тӑвӑр.

И должны благодарить судьбу, если не попадете на виселицу.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Апла пулин те кирли лекмесен ҫынсен теприне кӗтме тивӗ.

Даже если так, то если не попался нужный, людям нужно другой ждать.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех