Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лекмен (тĕпĕ: лек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепле поезд айне лекмен.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫулӑн икӗ енӗпе ҫӗҫӗ айне лекмен, вырса тӗшӗлеме ӗлкӗреймен ыраш вӑрӑм та тулли пучахӗсемпе ура тунинчен е пилӗкрен «ачашласа» илет, малалла утма вӑй хушать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑрах канма лекмен, укҫа кирлӗ пулнипе тепӗр эрнеренех тӑван колхоза ӗҫе тухнӑ, ДТ-75 трактор-погрузчик ҫине ларнӑ: фермӑра уя илсе тухмалли тислӗке тиенӗ, улӑм куписене картана сӗтӗрсе кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Хӗвел лекмен тайлӑмсенче ҫеҫ хуралса выртать.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах ирӗкре мар, ҫутӑ лекмен тӗлте, чӑтлӑхра ӳснӗ ӑвӑс пек.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пуля ҫынна чутах лекмен.

Пуля чуть не попала в человека.

Ҫынна пӑшалпа пенӗ-и? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35804.html

Кайран таҫта хурала кайса кӗнӗ — унта та нумай тытӑнса тӑрайман, тапса кӑларса янӑ, ун хыҫҫӑн парикмахере вӗреннӗ тет те вӑл, чут ҫеҫ суда лекмен, — ӳсӗр пуҫпа пӗр ҫынна хырма тытӑнса, кӑшт кӑна унӑн ҫур янахне касса илмен…

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Коля малтанах тыткӑна лекмен пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тен, вырӑс чӗлхине пула пирӗн чӗлхе ҫав териех йывӑрлӑха лекмен пулсан эпир терминсене вӑйпах чӑвашлатма тӑрӑшман та пулӑттӑмӑр пуль…

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Таранов хӑпӑл-хапӑл диван ҫинчен тӑчӗ, сӗтел ҫинчи хут купинче «Нит» калавӑн алҫырӑвне шыраса тупрӗ, сунтӑх тӗпне пуҫтарса чикрӗ: вырттӑр ҫавӑнта, куҫ тӗлне лекмен ҫӗрте!

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Сехмет Сантӑркки тӗрмене айӑпсӑрах лекмен пуль-ха. Ҫавӑн пек лӑпӑр-лӑпӑр поэтсен сӑввисене уйрӑм кӗнекен кӑларма тӑхтамалла».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав пӑтӑрмах ҫинчен ялти ҫынсем кӑна мар, районти пуҫлӑхсем те пӗлнӗ, анчах председатель хӑнк та сикмен, ӑна нихӑш енчен те нимле пӗҫерккӗ те лекмен.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Севет инке качча тухрӑм тесе ҫӑтмаха лекмен.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эпӗ инкеке лекмен пулсан тепӗр икӗ-виҫӗ ҫул чиперех пурӑнатчӗ-и тен.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ҫапла, Савантер тӑванӑм, сан Шыври-турру арҫын аллине лекмен хӗре хапсӑнать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лекмен.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пире пилӗк хӗрпе кукамуна ҫӗр нихӑҫан та лекмен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Икӗ пӗчӗк шурӑ кӑмпа та пурччӗ, анчах тем вӗсем алла лекмен пек туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

2014 ҫулта харпӑрлӑхӑн тӗрлӗ формиллӗ организацисем /мӗнпур организаци, статистика меслетлӗхӗ тӳрремӗн ирттерекен сӑнавсене лекмен инвестици шутлавӗсемпе пӗрле/ инвестицисен 56,4 млрд тенкине е 2013 ҫулхи шайӑн 89,5 процентне тӗп капитала хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Тен, йышӑнман ӑна, тен, кӗтейни килмен, Кӗрен чечек ҫыххи ахаль кунта лекмен!

Куҫарса пулӑш

Кӗрен чечек ҫыххи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 59 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех