Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лашипе (тĕпĕ: лаша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫын лашипе ҫӳренӗ чухне те хӑйӗн йӗвенӗпе ҫавӑтатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Макҫӑм Ҫтаппан валли Кармӑш пасарӗнче ҫирӗм ҫичӗ тенкӗ тӳлесе илнӗ лашипе танлаштарса пӑхрӗ те ку лаша тата аванрах туйӑнчӗ ӑна…

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лашипе каллех инҫе ҫула тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Вӑл панӑ укҫана кӗсьене чикрӗм те сутӑҫ лашипе вӑрманалла кӗрсе кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗррехинче ҫынсем, шуйттан хӗтӗртнипе, ҫавӑн лашипе чаплӑ кӳмине туртса илес тесе кавар тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Еркиней урхамах лашипе Вӗҫсе ҫитсе Емеленпе канашлать: Хӑйсен ҫывӑхри тусӗсемпе Ҫӗрпӳре савӑшма шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Виҫӗ кунтан Сившуран Виҫ юланут тухаҫҫӗ, Шупашкарта хут ҫукран Патша патне каяҫҫӗ, — Урха ҫӳрен кӗсрене Малта хӑй ертсе каять, Мулентей хӑй шӑприне Ун лашипе чуптарать.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тепӗр куннех каҫхине Урха ҫитрӗ килне Воевотӑ лашипе, чаплӑ тумтирпе, — Сӑнӗ-пуҫӗ палӑртать мӑнӑ кӑмӑлне, Калаҫасса калаҫать ӑш-чик туллипе.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫав кӑмӑл-туйӑмпах пӗрре кӗвелсе, тепре ҫивӗччӗн касӑлса амаҫури амӑшӗпе, аппӑшӗпе пӗрле колхозри тата килти кучӗ-пуҫӗсӗр пур ӗҫе те вӑхӑтлӑн, тӗплӗн, вӗри тарпа ҫӑвӑнсах меллесе туса пычӗ (сӑмах май, пур туртмалли-турттармалли, сухаламалли-сӳремелли ӗҫсене те уйрӑм калава тивӗҫлӗ Орлик ятлӑ хӑйӗн чи кӑмӑлланнӑ кунӗ, пӗр чӑхӑмсӑр кӑвак упус лашипе турӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Кам лашипе?

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыраша кам лашипе акса хӑварас?

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Яланах Макҫӑм кум лашипе пӗрле ҫӳрекенччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр лавне хамӑр лашапа, тепӗр лавне Макҫӑм кумсен лашипе.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хуҫи вӗсене нимӗн те памарӗ, вырӑсла хапхана кайса уҫрӗ те, лашипе чӑх-чӗпсемсӗр пуҫне, пӗтӗм выльӑхне урама хӳтерсе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ӗнерхи каҫ Иванпа ывӑлсем лашипе ӑҫта пултӑн?

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Матушкӑн хресченӗн начар лашипе кайса намӑсне ярасси те килмест.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Вӗсем ку лашипе шӑнкӑравпах Яшмана хӑнана кайрӗҫ. Ку ырӑ япала мар пулӗ. Кӳршӗ кӳршех. Ӗмӗр пӗрле пурӑннӑ, атя кайса пӑхар», — тет.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл нумай тӑмарӗ, лашипе калаҫа-калаҫах ун ҫине хӑпарса ларчӗ те малалла уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эп киле ҫын лашипе кӑна ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унпа калаҫма та пӑрахрӗ чӑртмах этем, лашине те тек Иливан лашипе юнашар уттармарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех