Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лаши (тĕпĕ: лаша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лаши вилнӗ, анчах унӑн йӗспе илемлетсе пӗтернӗ йӗвенне атте ҫухатман, вӑл халь те килтех ҫакӑнса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ара, лаши лавҫӑсӑрах таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗрӗкне тӑхӑнса, ҫуна пуҫне хӑпарса ҫеҫ тӑнӑччӗ Петрук — лаши харт! турӗ те, аҫа ҫапнӑ пек шатӑртаттарса вӑрмантан тухса, ялалла тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аҫтаха лаши!

Лаши лӑпӑс-лӑпӑс тукаласа кӑшт чупанҫи тӑвать те каллех чарӑнса тӑрать, пуҫне хыҫалалла пӑрса, хуҫи енне пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лаши ниепле те чупасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лаши чупакан йышши пулсан…

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслати авӑтать, ҫиҫӗм ҫиҫет, Ворошилов лаши кӗҫенет…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗмӗш кунне ирхине ҫывӑхрах мина ҫурӑлнипе унӑн лаши ҫул ҫинчех вилсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лаши ҫав-ҫавах утӑ кӑмӑртаттарни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Кам лаши ку?

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата лаши йӑран тытаканскер.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук лаши пӑтне пырса ҫамкинчен ачашларӗ:

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук лаши, хӑй мӗн таран ҫивӗччине кӑтартма май килменшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ пек, тулхӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнтӗ лаши вӗҫнӗ пек пыра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаши тӑруках айккинелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм лашине сиккипе хӑваларӗ — Анук лаши пурпӗрех юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук лаши хӑваламасӑрах ун хыҫҫӑн чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм Анук лаши мӗн таран вӑйлине тӗрӗслес шутпа: — Кума, манран ан юл вара! — терӗ те лашине чӑпӑрккапа ӑшаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лавӗ ҫинче ҫирӗм пӑт ытла пулин те, Анук лаши пушӑ урапана туртнӑ пекех ҫӑмӑллӑн утать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех